02 ноября 2018 г.
«Тăвансем патне хăнана кайсан чÿрече янахĕ çинче ларакан чечек куршакĕнчи хĕрлĕ çырласенчен куç каймарĕ. Патнерех пырса пăхсан, хаяр пăрăç иккенне ăнкарса илтĕм. Хамăн та ÿстерме кăмăл çуралчĕ. Хăçан тата мĕнле лартмалла-ши;
-интересленет Тăвайра пурăнакан З.Петрова.
Куршакра ÿстерекен вĕтĕ хаяр пăрăç кирек хăш вăхăтра та çимĕç кÿрет. Хĕллехи вăрăм тапхăрта килте “пĕчĕк пахча” ÿс- терсе киленме пулать. Хальхи пластик чÿречесем пулсан пушшех те ирĕклĕрех чÿрече янаххи. Пахча ĕçне юратакансем ятарлă çÿлĕксем туса килте чечек-курăк ÿстерме ăсталанса пыраççĕ.
Хаяр пăрăç ÿстерме ансат. Хăй тĕллĕн пĕтĕçленсе ÿсекен тĕрлĕ сорт пур: Янка, Хотвей, Импала, Тандер, Лопез, Кампай... Куршакри “пахчара” хĕлĕн-çăвĕн хаяр пăрăç пуçтарма май пур. Тата вĕсем питĕ илемлĕ - хăш-пĕр сортăн çимĕçĕсем темиçе тĕслĕ пулаççĕ. Раштавра е кăрлач уйăхĕнче аксан тепĕр Çĕнĕ çул тĕлне сарă-кĕрен “теттеллĕ” пĕчĕк симĕс “чăрăш” чÿречене илем кÿрĕ.
Малтан вăрлăха пĕчĕк пластик стакана акса калча çитĕн-термелле. Пăрăç валли хатĕр- ленĕ тăпрана стакана тултармалла, пĕр савăта 4-5 вăрă пăрахмалла та çиелтен 0,3 см тăпрапа хупламалла. Ăшă, тĕттĕмрех вырăна лартмалла, тăпрана нÿретсе тăмалла. 10 кунран стакана çутă вырăна куçармалла. Калча шăтса тухсан 2 эрнерен сайратмалла. Чи вăйлă икĕ туна хăвармалла. Пĕр уйăхран куршака куçарма юрать. Çамрăк пăрăç валли 1 литрлă куршак çителĕклĕ. 2 пай пахча тăпри, 1 пай тислĕк, 1 пай хăйăр, 1 пай торф илсе тăпра хатĕрлемелле. Куршак тĕпне сăрхăнма вĕтĕ чул сармалла, унта калчана тăприпех, тымара сиенлемесĕр, куçарса лартмалла, вăрăран тухнă çулçăсем таран тăпрапа хупламалла. Пăрăçа çулталăкне 2-3 хутчен кĕл шывĕпе шăвармалла. Килти ÿсен-тăран валли хатĕрленĕ удобренипе уйăхне 1 хут апатлантармалла. Пăрăç - кĕске кунра пулакан ÿсентăран. Кĕркунне енне вăл лайăх аталанса çитет, лайăхрах тухăç парать. Çимĕçсем те кĕркунне нумайрах тĕвĕленме тытăнаççĕ, пиçеççĕ. Çулталăк иртсен ăна 2 литрлă куршака куçарма юрать.