АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллă токарь

26 октября 2018 г.

Тăрăшуллă токарь

Алексей Александрович Яковлев - Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, унтах пурăнать, анчах ĕçе Тăвай ялне çÿрет, «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăра токарьте тăрăшать. Сатур пулнăран, тÿрĕ кăмăлпа вăй хурса ĕçленĕрен, общество ĕçне тивĕçлĕ тÿпе хывнăран кăçалхи юпа уйăхĕн-че, ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне районта уявланă чухне, ăна Тăвай район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Çак чыса Алексей Александрович хăйĕн хастарлăхĕпе тата ăсталăхĕпе, ĕçре куллен тăрăшулăх кăтартнипе тивĕçнĕ. Унччен те пĕрре кăна мар хаклă парнесене тивĕçнине каласа параççĕ ĕçтешĕсемпе бухгалтери ĕçченĕсем. Çулпа илсен, хĕрĕхрен иртнĕ ĕçчен нумайранпа ĕнтĕ токарь станокĕ умĕнче тăрать, вун-вун çул çак ĕçе чунне парать. Асăрхаççĕ ăна коллективра, хăй ĕçĕнчи ăстана. Ял çыннисене те пулăшать вăл тĕрлĕ енĕпе.
Пуянкассисем Алексей Яковлев кăçал керамблокран çĕнĕ çурт хăпартнине те асăнмасăр хăвармарĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика