26 октября 2018 г.

Çуркуннехи ăшă кунсенчен пуçласа таврари йывăçсем «тумĕ- сене» сарă тĕспе улăштарма пуçличченех курма пулать çак тăрăшуллă ĕçчене Тăвайри пасар лапамĕнче тĕрлĕ тавар сĕнекенсем хушшинче. Александра Федоровна Волкова тесе хисеплеççĕ ăна, çемйипе Чутей ялĕнче пурăнать.
Çак йĕркесен авторне пĕр хутчен кăна мар тĕл пулса калаçма тÿр килнĕ унпа. Çĕрулми, сухан, чечек çыххисем тата ыттине туяннă унран, кăмăллă юлнă. Çынсене хăш вăхăтра мĕн кирлине аван пĕлет харсăрскер. Кил хуçалăх пахчи вĕсен тĕрлĕ çимĕçсемпе, чечексемпе пуян. «Вăхăтра лартса, шăварса, йăрансене çумкурăкран тасатса тăрсан, аван çитĕнеççĕ. Хамăра валли кăна мар çынсене савăнтармалăх та пулать»,-тет А.Волкова. Ку енĕпе 2003 çултанпа ĕçлет иккен вăл. Волковсем малтан Украинăра пулнă.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн темиçе çул ĕнтĕ Александра Федоровна «петушиные гребешки» ятлă чечек çыххисемпе савăнтарать тавар туянакансене. Маларах асăннă çĕршывран илсе килнĕ иккен вĕсене. Хĕрлĕ чечексем чăваш çĕрне те килĕштернĕ.
-Çакăн чухлĕ пуянлăх çитĕнтерме нумай тар кăлармалла ĕнтĕ;-кăсăклантăм хĕрарăм умĕнчи таварсене сăнанă май.
-Паллах, ир пуçласа каçченех пахчара тăрмашма тивет. Мăшăрăм, Николай Витальевич, чылай пулăшать,-хуравлать ĕçчен алăллă хĕрарăм. Хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ Волковсем.
-Паян сухан илсе килеймерĕр-и;-пирĕн калаçăва хутшăнсах ыйтать чипер пит-куçлă хĕр.
-Ан кулянăр, ыран сирĕн валли сухан пулать,- тет пахчаçимĕçсем сĕнекен. Кăшман, хăяр тата ыттине илсе килме каласа яракансем те пур иккен. Вăл пасара сутма килессе кĕтеççĕ те.
-Пахчара хăш çимĕçне ăçтарах лартассипе те кăсăкланаççĕ те Чутейре пурăнакансем. Ку енĕпе хам чылай вĕренсе пыратăп опытлăраххисенчен,-сăмах çăмхине малалла сÿ-тет А.Волкова.
Кашни чечек ятне аван пĕлет вăл, мĕнле лартмаллине ăнланмалла каласа кăтартать. Юлашкинчен кĕрхи ярмăрккара курнăччĕ ăна.
Мĕнех калăн, ырă ĕç тăвать ăшă кăмăллă хĕрарăм, пире пахчаçимĕçе юратса çитĕнтерме хавхалантарать.
Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ, тенĕ ваттисем. Çак тапхăрта Тăвайри пасар лапамĕнче хăйсем ÿстернĕ пахчаçимĕç сутакансем йышлăлансах пыраççĕ çапла. Эппин ялсенче пурăнакансем алă усса лармаççĕ, çĕр ĕçĕпе туслă пурăнаççĕ.