АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци кунĕнчи темăсемпе

19 октября 2018 г.

Информаци кунĕнчи темăсемпе

Октябрĕн 17-мĕшĕнче Тăвай районĕнче, Чăваш Енри ытти çĕрти пекех, Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унта Шупашкартан ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева ертсе пыракан информаци ушкăнĕ те хутшăннă. Малтанах информушкăн членĕсем район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче муниципаллă служащисемпе тĕл пулнă, вĕсемпе информаци кунĕн-чи темăсене сÿтсе явнă.
Пĕрремĕш ыйтупа - Чăваш Республикин территорийĕнче тата Тăвай районĕнче çул-йĕр тăвас тата вĕсене пăхса тăрас ĕçсене епле йĕркелени çинчен Марина Анатольевна ?сăн ÿкерчĕкре/ каласа панă, ку тĕлĕшпе активлă ĕçленине палăртнă. Чăваш Республикинче пурте усă куракан автомобиль çулĕсен тăршшĕ 12366 км шутланать. Çав шутра федераллă пĕлтерĕшлисем - 129 км, регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлисем - 1539 км, вырăнти пĕлтерĕшлисем - 10498 км.
Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕн калăпăшĕ 2018 çулта 5044,2 млн. тенкĕпе танлашать.
Çулсене тивĕçлĕ тытса тăни чи малтанах çынсен хăрушсăрлăхĕшĕн кир- лĕ. Çавăнпа чи пирвайхи тĕл-левсенчен пĕри çулсене çанталăкăн кирек епле условийĕсенче те нормативлă йĕркере тытасси пулса тăрать. Çакна шута илсе Тăвай районĕнче 2018 çулта çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçлама пĕтĕмĕшле 23836,666 пин тенкĕ уйăраççĕ, çав шутра Чăваш Республикин республика бюджетĕн- чен - 17686,300 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран - 6150,366 пин тенкĕ. 2018 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне çул-йĕр ĕçĕсене 19203,431 пин тенкĕлĕх пур-нăçланă. Хальхи вăхăтра автомобиль çулĕсене тĕп юсав тăвас тата юсаса лайăхлатас ĕçсене вĕçлесе пырас, çул çинчи объектсене ĕçе кĕртес, çулсем мĕнле пулнине тишкерсе тухас, диагностика тăвас тата çитес çулта автомобиль çулĕсене юсас пирки задачăсем палăртас тĕллев тăрать, тенĕ вăл.
Марина Загребаева Чăваш Республикинчи халăха гриппран сыхланса вакцинаци тăвас кампани пирки те каласа кăтартнă.
Тăвай районĕнче нумай хваттерлĕ çуртсене тĕп юсав тăвассипе епле ĕçленипе администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке паллаштарнă. 4 çурт кĕнĕ кăçалхи кĕске сроклă плана. Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи 31-мĕш номерлĕ çуртра сивĕ шывпа тивĕçтермелли тата шыва юхтарса кăлармалли системăсене юсанă. Асăннă проспектри 10-мĕш номерлĕ çурта юсамалли проект конкурслă процедура тапхăрĕнче. Кунта электроэнергипе тивĕçтермелли системăна юсамалла, смета хакĕ - 374828,35 тенкĕ. Строительная урмари 4-мĕш çуртра тата РТП территорийĕнчи 30-мĕш çуртра юсавсем вăт-вăт пуçланмалла. Вĕсенче, тĕпрен илсен, электроэнергипе, сивĕ шывпа тивĕçтермелли тата усă курнă шыва юхтарса кăлармалли, канализаци системисене юсамалла.
Чăваш Республикинчи Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ - ЧР тĕп патшалăх инженер-инспекторĕ Сергей Вязовский 2018-2019 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта Чăваш Республикин территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли мерăсем çинчен чарăнса тăнă.
Кăçалхи 9 уйăхра республикипе 670 пушара регистрациленĕ, çав шутран 10-шĕ - Тăвай районĕнче. Сергей Юрьевич пушарсен сăлтавĕсем çинчен, республикăра пушартан, уйрăмах кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта, сыхланса тăвакан ĕçсем пирки каласа панă. Ку тĕлĕшпе Тăвай районĕнче те тимлеççĕ.
Чăваш Республики Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» АО генеральнăй директорĕ Валерий Иванов информаци кунĕн- чи çакăн пек тĕлпулусем усăллă пулнине, халăха тĕнчере, республикăра тата районта мĕн пулса иртнине пĕлсе тăма май панине палăртнă.
Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова та хутшăннă тĕлпулăва.
Малалла информушкăн чле- нĕсем ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă, информаци кунĕнчи ыйтусене çĕкленĕ тата çынсем панă ыйтусем çине хуравланă.
Тăрмăшри вăтам шкулти учительсем шкула юсас, Молодежнăй урамра çул тăвас, ферма таран хывнă автоçула юсас, пассажирсене илсе çÿрес ыйтусене хускатнă. Тĕлпулусенче тĕп темăсемпе çыхăннă ыйтусем те пулнă. Çынсене Тăвай Вăрмар автоçула Тăвай чиккинчен малалла юсаса тÿрлетес ыйту та пăшăрхантарать.
Администраци çуртĕнче граж- дансене харпăр хăй ыйтăвĕпе те йышăннă.
Информаци кунĕнче хускатнă ыйтусене контроле илнĕ.
Сăн ÿкерчĕкĕ К.Никитинăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика