19 октября 2018 г.

Раççейре ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне юпа уйăхĕн иккĕмĕш канмалли кунĕнче уявлаççĕ. Ĕнер ăна пирĕн районта та паллă турĕç. Çавăнпа çĕр ĕçĕнче тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче, продукцие тирпейлекен промышленноçра пултарулăхĕпе тата хастарлăхĕпе, ырми-канми тăрăшулăхĕпе палăрнă ĕçченсем районти культура çуртне пухăннă. Çакăнта чысланă вĕсене - районти агропромышленноç комплексне аталантарма пысăк тÿпе хывнă сатурсене.
Уява пухăннисене район пуçлăхĕ Александр Шакин, «Чувашхлебопродукт» акционерлă обществăн генеральнăй директорĕн пĕрремĕш заместителĕ - «Шупашкарти элеватор» филиал директорĕ Александр Дмитриев саламланă. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке сăмах илне. Вăл çакна палăртнă: районта паянхи куна пур категориллĕ хуçалăхсенче 21,3 пин тонна е пĕлтĕрхи шайăн 84 проценчĕ чухлĕ тырă туса илнĕ. Тухăç пĕр гектар пуçне ампар виçипе 20,6 центнерпа (республикăра 23,7 центнерпа) танлашнă.
Чи пысăк тухăç - Вячеслав Николаев хресчен-фермер ху-çалăхĕн, вăл кашни гектартан вăтамран 35 центнер тырă пухса кĕртнĕ, «Акконд-агро фирма» АОн, «Дружба» ЯХПКн, Андрей Моряковпа Валерий Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕ-сен - 25-шер центнер.
«Акконд-агро фирмăри» Нил Тимофеев комбайнер вырмара хĕрсе ĕçлесе 12 пин центнер ытла тырă çапса илнĕ. Çавăн пекех Николай Богачев (В.Грачев ХФХ), Владимир Борисов (А.Моряков ХФХ), Вениамин Николаев (В.Николаев ХФХ) комбайнерсем те пысăк хастарлăхпа палăрнă.
Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса кăçалхи кĕркунне 2750 гектар кĕр тыррисем акса хăварнă, 4540 гектар ытла çĕртме сухи тунă. Халиччен усă курман 140 гектар çĕре ĕçлесе хатĕрлесе пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.
Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас тĕллевпе тимлесе 1 условнăй выльăх пуçне 28,6 центнер апат единици хатĕрлесе хунă.
Кăçалхи 9 уйăхра ашлăх пур категорири хуçалăхра чĕрĕ виçепе 1485,7 тонна е пĕлтĕр-хи çак тапхăртин 102,5 проценчĕ чухĕ выльăхпа кайăк-кĕшĕк туса илнĕ. Выльăх йышне чакармасăр «Акконд-агро фирма» АОра тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче аш-какай хисепне чылай ÿстернĕ.
Пур категорири хуçалăхсенче пĕтĕмпе 17,3 пин тонна (103,8 процент) сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен сĕт сăвасси 4487 килограма çитнĕ, ку вăл пĕлтĕр-хи çак тапхăртинчен 198 килограмм нумайрах. Ĕнесен продуктивлăхĕ «Акконд-агро фирмăра», «Чутеевский» ЯХПК-ра, В.Грачев, С.Илларионов, Г.Гурьев, А.Федоров ХФХсенче ÿснĕ.
Сĕт туса илессипе районти ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче «Акконд-агро фирма» АО малта, кăçалхи 9 уйăхра кунта кашни ĕнерен вăтамран 4793-шер килограмм сĕт сунă. Хресчен-фермер хуçалăхĕсенчен ку енĕпе В.Грачев ХФХ тăрăшуллă ĕçлет, пĕр ĕне пуçне 5745 кг сĕт суса илме пултарнă.
Районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем республикăри конкурссене хутшăнса çулленех çĕнтерÿçĕсем тата призерсем пулса тăраççĕ. Кăçал, сăмахран, «Акконд-агро фирма» АОри Галина Павлова зоотехник-селекционер Пĕтĕм Раççейри конкурсра 62 регионти ăрат организацийĕсенчи специалистсем хушшинче малти чи лайăх 10 ăста шутне кĕме тивĕçлĕ пулнă.
«Акконд-агро фирмăри» сĕт-çу комплексĕнчи Геннадий Петров, Венера Иванова, Николай Степанов, «Дружба» ЯХПКри Наталья Баранова, В.Грачев ХФХри Алина Юзукова, С.Илларионов ХФХри Надежда Федорова, С.Хумышев ХФХри Ираида Егорова та чи ăшă тав сăмахĕ- сене тивĕçлĕ. «Акконд-агро фирма» АОри Марина Белкова, Надежда Иванова, Полина Семина, «Дружба» ЯХПКри Наталия Баранова, Любовь Николаева, В.Грачев ХФХри Наталия Кириллова, Людмила Шуйкова, Марина Никитина машинăпа сăвакан операторсем те ĕçре хастарлăхпа палăрса тăраççĕ. «Акконд-агро фирмăри» Марина Ананьева, Светлана Петрова, «Дружба» хуçалăхри Наталия Терешина, В.Грачев ХФХри Зоя Шашкова, Борис Федотов пăхакан мăйракаллă шултра выльăхсен ÿтхушаслăхĕ чи пысăкки.
Чылай хуçалăхра инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе малалла ĕçлеççĕ. Сăмахран, «АККОНДСĔТ» ОООра малта пыракан технологисемпе усă курса талăкра 30 тонна таран сĕт ĕçлесе хатĕрлемелли сĕт заводне реконструкци туса çĕнетеççĕ тата модернизацилеççĕ. Кунта ĕçсен 95 процентне пурнăçланă. Смета хакĕ - 60 млн. тенкĕ. Чутейре 60 вырăнлă пăру вити тăваççĕ. 2 млн. тенкĕлĕх ĕçĕсен 65 процентне тунă. «Кубнинский» агрофирмăра 200 пуç выльăх самăртмалли витене çĕнетеççĕ.
Тушкилти А.Павлов ХФХ качакасем усрамалли фермăна реконструкци туса çĕнетет.
Кăçал С.Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕнче кормоцех тума тытăннă.
С.Илларионов ХФХ 2018 çулта çемье фермисене аталантарма паракан гранта çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех Владимир Николаев пуçлакан фермер та гранта тивĕçнине асăнчĕ В.Ванерке.
Ял хуçалăх предприятийĕсем ял хуçалăх техникине çĕнетессипе начар мар ĕçлеççĕ, кăçал 20,8 млн. тенкĕлĕх 17 единица техника туяннă, палăртнă Владимир Алексеевич. Ку вăл - «Акконд-агро фирма» АО, Валерийпе Валентин Грачевсен, А.Моряков, С.Хумышев хресчен-фермер хуçалăхĕсем.
2018 çулхи 9 уйăхра ял ху-çалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пурĕ 55 млн. тенкĕлĕх ытла патшалăх пулăшăвĕ илнĕ.
Январь-сентябрь уйăхĕсенче ял ĕçченĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 9,5 процент ÿснине тата 19720 тенке çитнине те палăрт-нă докладчик.
Юлашкинчен Владимир Ванерке ял ĕçченĕсене, тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене ял хуçалăх продукцийĕ туса илес, экономикăна çирĕп-летсе, ĕç условийĕсене лайăхлатса пырас ĕçри пысăк хастарлăхпа тÿсĕмлĕхшĕн, тунă çитĕнÿсемпе лăпланса ларманшăн тав туса çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçусем суннă.
Уявра тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе хастарлăхпа палăрнисене, харпăр хăй ĕçне пысăк тÿпе хывнисене дипломсемпе, Хисеп грамотисемпе, хаклă парнесем парса чысланă.
Администраци пуçлăхĕн заместителĕ Валерий Чайкин та саламланă уява пухăннисене. Районти централизациленĕ клуб системин артисчĕсем концертпа савăнтарнă.
Сăн ÿкерчĕкĕ К.Никитинăн.