19 октября 2018 г.

Ял çынни ялан ларма-тăма пĕлмест. Ирхине хĕвелпе пĕрле тăрать те, тавралăх тĕксĕм-ленсен тин пуçне минтер çине хурать. Картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхĕпе чăх-чĕпне апатлать, пахчинчи тĕрлĕ çимĕçшĕн те тимлет тата ытти те.
-Çĕрулми, сухан, кишĕр хамăр валли çителĕк- лĕ туса илтĕмĕр. Ытлашшине, районти кĕрхи ярмăрккана илсе тухса, ыттисене сĕнтĕмĕр. Тар кăларса вăй хурсан савăнтарать пире çĕр,-тет Мучарти Александр Иванович Шакшин.
-Тăвай енри ял хуçалăх коллективĕсенчисем пек ÿркенмесен, пахчара та тухăç чылаях илме пулать,-калаçăва хутшăнать унăн мăшăрĕ Светлана Геннадьевна. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ Шакшинсем