14 сентября 2018 г.

-Кашни ĕçе ответлăха туйса, йышпа тунипе эпир тĕллевĕмĕрсене вăхăтра пурнăçлама пултаратпăр. Чăваш Ен халăхĕ пултаруллă ĕçлеме пĕлнипе, ытларах тума ăнтăлнипе палăрса тăрать.
Кăçал вăй илекен хисеп, шанăç тата пулăшу принципĕсем пире хамăр умра тăракан социаллă пурнăçпа экономика тата политика тĕлĕшĕнчи кăткăс тĕллевсене ăнăçлăн татса пама май парĕç,- тенĕ Патшалăх Канашне янă Çырура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Район центрĕнчи Кооперативнăй урамри 20, 22-мĕш çуртсен картишĕнче хула хăтлăхĕ тăвакансем, Макаров хресчен фермер хуçалăх ĕçченĕ-сем куллен ответлăха туйса вăй хураççĕ. Вĕсем ĕçлеме пуçланă тапхăрпа вулакансене паллаштарнăччĕ эпир. Пĕр уйăх ытла иртнĕ унтанпа. Нумаях пулмасть тепĕр хут интереслентĕмĕр «Паянхи хула хутлăхне йĕркелесси» программăна кăçал пирĕн районта мĕнле пурнăçа кĕртсе пынипе.
Тăвай ен çыннисем хăтлă пурнăç таса та тирпейлĕ урамсемпе картишсенчен пуç-ланнине ăнланаççĕ. Районти предприятисемпе организацисен коллективĕсем çавăнпа, субботниксене активлă хутшăнса, кĕркуннепе çуркунне харпăр хăй территорине йĕркене кĕртеççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем картишĕнчи çÿп-çапа тасатсах тăраççĕ.
Тăвай ялĕнчи Кооператив-нăй урамри 20, 22-мĕш çуртсен картишĕнче ĕçлеме пуç-ланăранпа харсăрскерсем автомашинăсем тăратмалли лаптăка тасатса-хырса якатрĕç, хăйăр сийĕ хыççăн вĕтĕ чул сарчĕç. Тротуарсене туса пĕтернĕ, картишне те тĕп урампа асфальтлă çулпах çыхăнтарнă. Яка çулпа утса савăнаççĕ халь çынсем. «Хулари пек, мĕнле лайăх çĕнĕ çулпа утма»,-теççĕ.
Бордюр чулĕсене хурса пĕ-тернĕ, тесен те йăнăш мар. Ача-пăча площадки пулмалли вырăна та тирпейлерĕç нумаях пулмасть строительсем, çĕнĕрен тăпра тăкса якатрĕç, йĕри-тавра бордюр чулĕсене хурса тухрĕç.
Çурт умĕнчи пахчасене палисадник картисем те тытма пуçларĕç иртнĕ кунсенче. Алексей Иванов, Дмитрий Ильин, Андрей Афанасьев ĕçлерĕç малтан ку енĕпе. Ытларикун симĕс тĕспе сăрларĕç палисадниксене. «Питĕ тăрăшатпăр-ха, кунта кашни чÿречерен мĕн чухлĕ çын пăхать эпир мĕнле ĕçленине сăнаса. Çавăнпа пирĕн тĕллевĕмĕре лайăх шайра пурнăçламалла»,-теççĕ вĕсем.
Вячеслав Прокопьев экскаваторщик пĕр кунĕнче каçченех ĕçлерĕ. Хăш-пĕр çĕрте чавса сапаларĕ тăпрана. Америка вĕренин тымарĕсене тăпăлтарса кăларса автомашина кузовĕ çине туллиех тиесе ячĕ тата ытти те.
Ĕç мĕнле пынипе коллектив ертÿçисем килсе интересленсех тăраççĕ, тĕрлĕ сĕнÿ-сем парса хăвараççĕ. «Кунти строительсем хăйсен паян мĕн ĕçлемеллине аван пĕлеççĕ, ответлăха туйса тăрăшаççĕ»,-тет, ак, проект мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе паллашсах тăракан Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Сормов.
«Romana» ача-пăча спорт оборудованийĕн завочĕ» общество специалисчĕсем саксемпе çÿп-çап савăчĕсем, вăйă хатĕр-хĕтĕрĕсемпе спорт тренажерĕсем вырнаçтарĕç кĕçех.
Кунта тирпей-илем ĕçĕсене туса ирттерме пурĕ 3394029,61 тенкĕ пăхса хăварнă. Çав шутра 3289059,62 тенки - федераллă бюджетран, 104969,99 тенки - республикăннинчен. Хваттерсенче пурăнакансем те харпăр хăй укçи-тенкине хывма кăмăл тăваççĕ, пархатарлă ĕç ăнса пытăр тесе пулăшаççĕ ĕнтĕ.