АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне хакласа пурăнмалла

14 сентября 2018 г.

Пурнăç урăх çулпа чупма пуçларĕ пулас. Хăш-пĕрисем ытларах сăра-эрехпе çывăхланма тытăнчĕç. Киревсĕр йăлана пула сывлăх, вăй-хал çулсерен хавшаса пынине, кун-çул кĕскелсе пынине пурте ăнланатпăр. Анчах та эрех аллине çаклансан, ниепле те вĕçерĕнейместпĕр пулас. Хаяр шĕвеке пула çамрăксем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă тĕслĕхсем нумайланса пыраççĕ. Мĕн чухлĕ куççуль тăкăнмасть пулĕ, çул-йĕр çинче те ÿсĕрсем шар кăтартаççĕ. Аварисенче мĕн чухлĕ çын вилет е суранланать. Сăра-эрехе пула мĕн чухлĕ çемье арканать, ачасем çурма тăлăха юлаççĕ. Нумайăшĕ пурнăç йывăрлăхне, ĕçсĕрлĕхе пула мăшăрланаймасăрах ватăлать. Малашлăхран мĕн кĕтмелле-ши, ĕмĕтленсе кăна пурăнмалла-ши вĕсен; Хăш-пĕр çамрăксем унта-кунта ĕçле-ме кайса килеççĕ те лавкка сыхлама пуçлаççĕ. Вĕсем мăшăрланса, кил-çуртлă пулса, алла ача тытса курайĕç-ши; Вырăнта ĕç тупайманран черкке енне сулăнма пуçларĕç мăнтарăнсем. Ахальтен каламаççĕ пулĕ, çынна ĕç йĕркелесе пырать тесе. Хаяр шĕвек арçынна та, хĕрарăма та вăйпах тĕпсĕр шурлăха сĕтĕрет. Паллах, пурне те пĕр сăлтавпа айăплама çук. Вĕсем хушшинче çемьеленсе, кил-çуртлă тата ача-пăчаллă пулса, пĕр-пĕрне килĕш-терсе пĕр сукмакпа утакан мăшăрсем сахал мар. Ирсерен кăвак тÿперен çуталса тухакан ăшă хĕвел пек, атте-анне пурри телей. Вĕсен ырă кăмăлĕ, юратăвĕ ачисене ĕçлеме, пурăнма вăй-хал параççĕ. Шел пулин те, кашни кун хĕвеллĕ те ăшă çанталăк пулмасть. Çумăрлă кунсем те пулаççĕ пурнăçра. Черкке çывăхнерех пулма тăрăшакан упăшка пусмăрне, мăшкăлне чăтса, тÿссе пурăнакан хĕрарăм сахал мар хальхи саманара. Юлашки вăхăтра çемьери йывăр лава ытларах хĕрарăмсем туртса пыма пуçларĕç. Мăшăрĕсем каçпа киле урă таврăнсан та тем пекех савăнаççĕ мăнтарăн хĕрарăмĕсем. Халĕ хăш-пĕр арçынсем хĕрарăма ача çураттарма кăна кирлĕ пек пулса тухать. Йывăçне кура улмуççи тенĕ пек, мĕн усси ĕçекен, юлхав арçынтан ача çуратни; Упăшкисене ĕçнĕшĕн, ĕçлеменшĕн, сăлтавсăр кĕвĕçсе çемьере «тăман» кăларнăшăн килтен кăларса ярасси вăй илсе пырать. Хăш-пĕр хĕрарăмсем сăпайлăх, упăшкипе ачи-пăчи çинчен манса каяççĕ, арçынтан кая мар пирус туртаççĕ, ĕçеççĕ. Çакнашкал арăм туртман-ĕçмен упăшкана мĕнпе савăнтарма пултарĕ-ши; Хăш-пĕрисем хăйсен пурнăçне, кун-çулне эрехпе улăштараççĕ, мăшăрĕсен, тăванĕсен, юлташĕсен юратăвне, хисепне çухатаççĕ. Сăра-эрехе ытараймасăр леш тĕнчене ăсанакансем нумайланаççĕ. Ирĕксĕрех шухăша каятăн, хамăра çапла хисеплеми пултăмăр-ши;
Вырăнта ĕç çукран майĕпен черкке енне сулăнма пуçларĕ халăх. Малашне те çак çулпах пырсан арçынсемсĕр юл-мăпăр-ши; Атте-анне пулма хатĕрленекенсем те аллисене черкке тытсан, мĕн патне илсе çитерĕ-ши пурнăç; Вĕсем çамрăк ăрăва тăсакансем вĕт; Пĕр-пĕрне юратса-килĕштерсех мăшăрланатпăр-ха. Апла пулсан пурнăçри йывăрлăхсене те мăшăрпа пĕрле парăнтармалла пирĕн. Çавăн пек çемьесенче ача-пăча çуратса-пăхса ÿстерес яваплăха хĕрарăмпа тан пайлакан арçын мухтава тивĕç. Юратура çуралса ÿсекен ачаран телейли çук. Шел пулин те, эпир, хăш-пĕр арçынсем, мăшăрсене шутлама, хисеплеме, тивĕçлипе хаклама, юратма пĕлейместпĕр те пулас. Çамрăк чухне кăштах йăнăшатпăр та пулĕ; Çак çĕр çинче йăнăш тумасăр пурăнакан сахал. Пурнăçра вара урăхла пулса тухать, эпир, ашшĕ-амăшĕ, хамăрăн ачасемпе сахал вăхăт пулатпăр. Çапла вара вĕсем кахалрах ÿсеççĕ пулас, черкке çывăхнерех пулма тăрăшаççĕ. Чун-чĕринче сăпайлăх пур пулсан, ача сăмахпа каланине те ăнланма тивĕç, вĕсене çапмалла мар. Паркаланакан калчана вăхăтра асăрхаса-пăхса тăмасан, хыт хурапа мăян пусмăрлама пултараççĕ. Çавăнпа пĕлсе пурăнмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика