07 сентября 2018 г.

Ял хуçалăхĕнче тивĕçлĕ ĕçсене кал-кал туса пыраççĕ. Пĕр уйра ак, тин кăна комбайнсем çаврăм хыççăн çаврăм тăватчĕç, вĕсем хăйсен ĕçне вĕçлесе унтан кайсанах улăма рулонлакан тата тиекен агрегатсемпе автомашинăсем хăйсен тĕллевĕсене пурнăçлама пуçлаççĕ. Уй пушанса юлать çакăн хыççăн. Шăплăх нумая пымасть, черетре - сухаласа акакан агрегатсем. Кĕрхи культурăсене вырăн панă чухне пулма тÿр килнĕччĕ шăпах «Акконд-агро фирма» обществăн Амалăх çывă- хĕнчи уйĕнче. Тÿрех темиçе ĕç тума май паракан агрегатлă трактор хăй хыççăн çÿллĕ тусан кăларатчĕ. Дмитрий Кузнецов ĕçлет иккен унпа ?сăн ÿкерчĕкре/. Пире курсан самантлăха чарăнчĕ вăл.
-Тритикале акатпăр кунта, пурĕ 160 гектар вырăн памалла ăна. Хаçатăн тепĕр номерĕ пичетленнĕ кун валли вĕçлетпĕр те ĕнтĕ хамăр ĕçсене,-тет ĕçчен механизатор.
Андрей Иванов водитель пулăшать иккен ăна, удобрени, тритикале вăрлăхне илсе килет тата ытти те.
Куç умнчех тикĕсленсе-якалса пырать çывăхри уй çапла, акаçăсен ĕçĕ тикĕссĕн пулса пырать. Пĕр культурăна вырăн панă хыççăнах тепри кĕтет маттурскерсене. Çанталăк условийĕсемпе усă курса «Акконд-агро фирма» общество членĕсем тулă, ыраш çителĕклĕ акса хăварасшăн. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - хуçалăхри ĕççие вăхăтра вĕçлесси.