07 сентября 2018 г.
Çак кунсенче Тĕмерти Зинаида Павловна Кайсарова ячĕпе Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Тав çы- рăвĕ килнĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухсан та З.Кайсарова ялти участок больницинче тепĕр сакăр çул ĕçленĕ. Унти коллективпа сывпуллашсан «Победа» совхоза хĕрÿ ĕççинче пăрçа çулма, ытти уй-хир ĕçĕсене хутшăннă. Çапла пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 40 çултан та иртнĕ унăн.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Валерий Чайкин, Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Ярхунова 90 çул тултарнă ятпа саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, çывăх çынсен юратăвне, тимлĕхне туйса нумай çул пурăнма ырă суннă сумлă ватăна. «Вăрăм ĕмĕрлĕ пултăмăр пулас эпир Кăтра йăхĕн-чи икĕ пĕртăван ?9 ачаран тепĕр çиччĕшĕ вара чире пула пĕчĕклех вилсе пынă/. Аттепе анне 84-87 çулсенче çĕре кĕнĕ,-пуçларĕ калаçăвне ĕç ветеранĕ.-Валерий Васильевич, эсирех вĕт тăватă çул каялла аслă аппана Елена Павловна Кузнецована та Президент çырăвне илнĕ ятпа киле пырса саламланăччĕ. Тавах пирĕн пек ватăсене чыс тунăшăн».
... Хура-шурне сахал мар курма, чăтса ирттерме тивнĕ çав çулсенчи вăрçă ачисене. Йывăр вăхăтра иртнĕ вĕсен ачалăхĕ. Аслисемпе тан тар кăларнă çĕнтерĕве çывхартма. Шартлама сивĕсенче ашшĕпе аппăшне, Еленăна Кĕрше ялĕ çумĕнче хÿтĕлев сооруженийĕсем чавма илсе кайнă. Килти хуçалăх ?ĕне выльăх, сурăхсем, чăх-чĕп пулнă/ вун виçĕ çулхи хĕрачапа суккăрланнă амăшĕ çине тиеннĕ. Ашшĕне Павел Владимировича темиçе кунтанах окоп чавнă çĕртен Улатăрти хăма çуракан завода янă та мĕн вăрçă пĕтиччен пĕрре киле килмесĕр фронт валли тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр тăвассипе, стройматериал хатĕрлессипе вăй хунă.
Кĕçĕн хĕрĕ çулне кура мар вăр-вар, ĕç майне пĕлсе ÿснĕ. Тырă вырнă чухне сатурскере çитекенни сахал пулнă тăр. Каçалăк умне тăрсан хăйĕн-чен 10 çул та ытла аслăраххисене кая хăварнă Çинавье ?ашшĕ юратса çапла чĕннĕ ăна/. Юрă пуçласан сасси тепĕр урам вĕçне илтĕннĕ, теççĕ. Артиста каймалла санăн, текенсем те пулнă. Сакăр класа питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ хĕршĕн малалла пĕлÿ илес çул хупăннă. «Укçи-тенки те, çи-пуçĕ те пулман. Акă, вăййа тухма эретлĕ кĕпе-саппун е тутăр çуккипе аппапа иксĕмĕр ылмаш тухаттăмăр. Кĕвенте çакса Канаш пасарне сĕт юр-варне сутма мĕн чухлĕ çÿ- ремен-ши тата; Каç енне аран çитеттĕмĕр киле. Шăмăршăра вăрман касни те асрах. Выртса тăма хваттер хуçисем урайне çĕтĕк-çурăк сарса паратчĕç. Вутти те çукчĕ хăйсен. Ĕçрен ĕшенсе килсен апатне те хамăр пĕçерсе çиеттĕмĕр»,- калаçу çăмхине малалла сÿт- рĕ ĕç ветеранĕ.
Канашалла каякан çула тума, район больницин çуртне хăпартма хутшăннине те аса илчĕ 5 ача амăшĕ. Хăй ĕмĕрĕнче виçĕ хутчен вут-кăвар инкекĕнче тĕппипе хуçалăхĕ кĕлленнипе çĕнĕрен çурт-йĕр çавăрма та çăмăл килмен-тĕр хĕрарăма. Анчах Зинаида мĕн çамрăкран çирĕп кăмăл-туйăмлă, мал ĕмĕтлĕ пулнинчен тантăшĕ-сем те тĕлĕннĕ. Темле кăткăс самантран та тухма майне тупнă.
Турă çырни те аякра пулман. Пĕрле выляса ÿснĕ, пĕр кил урлă пурăнакан Василий Кайсаров илемлĕ те ĕçчен хĕре мăшăрĕ пулма ыйтнă. Каччăн ашшĕ-амăшĕ те кун пек лайăх кин тĕлне пулас çук, вĕçертмелле мар, тенĕ пулать.
Шăкăл-шăкăл, пĕр-пĕрне пулăшса та ăнланса пурăнса пилĕк ача пăхса ÿстернĕ Зинаида Павловнапа Василий Евдокимович. Вĕсем хушшинче - метро тăвакан та, повар та, хаçатра ĕçлекен те, газоэлектросварщик та, строитель те пур. Халĕ ачисенчен тăваттăшĕ пенсире ĕнтĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн иккĕшне те медальсем парса чысланă. Кил пуçĕ вăрçă çулĕсенче те лашапа ĕçленĕрен ĕмĕрне фермăрах ирттернĕ. Фураж, ытти апат турттарнă выльăхсем валли. Ялти чи сумлă çынсен пĕри пулнă. Пĕр акатуйра та ăна парнесĕр хăварман. Юбилей медалĕсем те хушăнса пынă мăшăрăн.
Зинаида Павловна Тĕмерти участок больницинче 10 çул поварта, унтан регистратурăра ĕçленĕ. «Пенсие тухнă чухне саламлани халĕ те куç умĕнче. Пысăк парнепе - кресло парса чысларĕç. Туслă пулнă çав пирĕн коллектив. Çамрăксем халĕ салам каласа яраççĕ»,- аса илчĕ вăл ĕç çулĕсене ăшă кăмăл-туйăмран.
Кÿршисем Зина аппана ыр кăмăлĕшĕн, ăш пиллĕхĕшĕн хисепленĕ. Чăнах та, кама кăна йывăр вăхăтра пулăшу аллине тăсман-ши вăл; Мăнкун çĕрне кÿршĕ хĕрачине Вальăна çĕнĕ кĕпе çĕлесе парса савăнтарни те куçĕ умĕнчех тăрать.
Ывăлĕсемпе хĕрĕсем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕ-сем тăтăшах шăнкăравласа тăраççĕ, килсех çÿреççĕ. Вĕсен çемйисенче йыш хушăнса пынăшăн савăнать вара. Пÿрте кĕрсен ача-пăча сасси лайăх, тет. Паян мăнукĕсемпе вĕсен ачисем çирĕм пĕррене çитнĕ ак. Шел, мăшăрĕ кураймарĕ çак куна. Йывăр чире пула çĕре кĕчĕ.
Президент çырăвĕпе саламланă кун Тăвайра хĕрĕ патĕн-че пурăнакан Ольга Николаевна Максимова, ĕçтешĕ пулнă Мария Козлова пырса ăшă сăмахсемпе чунне уçни те кăмăлне çĕклерĕ. Амалăхри О.Максимова Президентăн салам открыткине пĕлтĕр илнĕччĕ. Çак çула çитме пулăшнăшăн врачсен ячĕпе те пысăк тав сăмахĕ каларĕ З.Кайсарова. Людмила Игнатьевана, Маргарита Никитинана, Людмила Павлована, Вера Семенована, Вера Козлована, Николай Дмитриева, Елена Назарована, Надежда Араповапа Валентина Егорова медсестрасене, Валерий Павлов фельдшера тата ыттисене те. Çав шутра Николайпа Роман аттесене те.
Хăнасене ырă çул, вăрăм ĕмĕр сунса ăсатрĕ. Юлашки вăхăтра вырткаласа тăрать пулсан та хавхана çухатмасть-ха тыл ĕçченĕ. Пурнăçа юратни, çывăх çынсемпе пĕрле пулас тени вăй парса тăрать пулĕ ăна.