АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн купăсçăсене хапăл

07 сентября 2018 г.

Тăвайри культура çурчĕ çумĕнчи купăсçăсен ансамбльне район тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Республика кунĕн уявĕнче Римма Маркова, Владислав Степанов, Игорь Кузьмин, Вячеслав Ефимов, Федор Трифонов ăстаçăсем хăйсен пултарулăхĕпе аякри йăхташĕсене те тĕлĕнтернĕ, уявран Дипломпа таврăннă.
Август уйăхĕнче маттур ушкăна Куславккара Петр Шоркин купăсçăна халалласа çуллен иртекен «Играй гармонь, звени частушка - 2018» фестиваль-конкурса йыхравланă. Отпускрине, хĕрÿ ĕççине пăхмасăр Тăвай енĕн юрă-ташăпа туслă ĕçченĕсем Атăл хĕрринче вырнаçнă хулана çитсе килнĕ. Ушкăнра çÿлерех асăннă ăстасемсĕр пуçне Вера Абржина, Елена Семенова, Арина Алексеева, Надежда Иванова юрăçсем те пулнă. Жюри уйрăмах Çĕнĕ Пуянкассинчи хăй тĕллĕн вĕреннĕ ял артисчĕн Игорь Васильевич Кузьминăн выляс ăсталăхне пысăк хак панă, 17 çултан аслăрах «Гармонисты» номинацире III степеньлĕ Дипломпа чысланă ăна. «Ансамбли» номинацире вара пирĕн вăйăçсем иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика