АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк хастарлăхпа

07 сентября 2018 г.

Раççей шайĕнче иртекен «Кино каçĕ - 2018» акцие Тăрмăшри культура çуртĕн-че çулленех хастар хутшăнаççĕ. Фойере киноартистсен тата кадрсенчен илнĕ хăш-пĕр самантсен стендне йĕркелерĕмĕр, ачасем мультфильмсенче вылякан геройсен персонажĕсене халалланă ÿкерчĕксен выставкине хатĕр-лерĕç. Кунтах кино ÿкернĕ кĕнекесен куравĕ те пулчĕ.
Культура çурчĕн ертÿçи Еле- на Матросова куракансемпе викторина ирттерчĕ. Ыйтăвĕ-сем тĕрлĕрен пулчĕç, ачасем хаваспах хуравларĕç, пĕлейменнине картинăсем тăрăх шырарĕç. Уйрăмах: «Ну, погоди!» мультфильмри, «Москва слезам не верит», «А зори здесь тихие», «Три мушкетера», «Приезжая» киносенче ÿкерĕннĕ артистсене лайăх пĕлчĕç, вĕсен ячĕсене, ăçта тата мĕнле рольте вылянине тĕрĕс хуравларĕç.
Аслăрах çулхисем нумай пĕлнинчен тĕлĕнчĕç, мĕншĕн тесен пирĕн вăхăтра тепĕр чухне кунне темиçе те кино кăтартнă: ачасене валли - 16 сехетре, çитĕннисем валли - 19 сехетре. Лайăх кинона темиçе хутчен те кайса кураттăмăр. Çав кун кинорах «пурăнаттăмăр»: артистсемпе пĕрлех макăрнă та, кулнă та, пăшăрханнă та. Яланах пĕрле сÿтсе яваттăмăр.
Çав тери туслă пурăннă эпир, кино пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Клуб тулли халăхчĕ, ачасем нумайăн çÿретчĕç. Урамра ларакан кинемейсем пирĕнтен кино содержанине каласа кăтартма ыйтатчĕç. Эх, пуçлаттăмăр вара пĕр-пĕрне пÿле-пÿле калаçма. Артистсем пек выляса та кăтартаттăмăр. Итлесе ларакансем кулатчĕç те, куçĕсене те шăлатчĕç Инди киновĕн содержанине каласа парсан. Ара, хамăр та икшер сăмса тутри чикса кайнă.
Кинона кайма укçине атте-аннерен ыйтман. Лавккана кĕленче савăт пухса панă, çуллахи каникул вăхăтĕнче колхозра икшер сменăпа та ĕçленĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра анне кукăль илсе çиме укçа парсан та ăна кино валли хăварнă. Пирĕн клубра сарлака экранччĕ. Филипп Васильевичпа Лидия Ивановна Матвеевсем тата Елена Григорьевна Абрамова ĕçленĕ çав вăхăтра, киносене пахалăхлă кăтартассишĕн чылай тăрăшнă вĕсем. Ахальтен мар ĕнтĕ Филипп Васильевича «ЧР тата РФ культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятсене парса чысланă. Лидия Ивановнана та тав хучĕсемпе пĕрле виçĕ медальпе тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Елена Григорьевнăна та нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав хучĕ-семпе медальсем, парнесем парса хавхалантарнă. Вăл «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Час-часах тĕл пулса калаçатпăр унпа, культура ĕçĕпе интересленсех тăрать вăл. «Хальхи вăхăтра унчченхи пек киносем кăтартайманнишĕн питех пăшăрхансах каймастăп»,-тет кинематографи ĕçĕн ветеранĕ,-мĕншĕн тесен телевизорпа та темĕн тĕрлĕ кино та пулать». Чиркÿ-не çÿреме те ÿркенмест сатур хĕрарăм, кил-хуçалăхне те аванах тытса пырать. Çĕнĕ лупас туса лартрĕ.
Çавăн пекех Зоя Петровна Малюкова нумай çул ĕçленĕ кино кăтартас тĕлĕшпе, Енĕш Нăрваш ялĕнчи клубра пуçланă çак ĕçе. Каярахпа Тăвайне ĕçлеме куçрĕ. Юлашки пилĕк çулне Тăрмăшри культура çуртĕнче кино кăтартрĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех унта вăй хучĕ. Зоя Петровнана та тав хучĕсемпе парнесем, «Хастар ĕçсемшĕн» медаль парса чысланă. Вăл «Ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăсене тивĕçнĕ.
Акци иртнĕ кун культура çуртĕнче малтанах ачасем «Последний богатырь» ятлă кинона интересленсех курчĕç. Иккĕмĕш фильмĕ - «Рубеж» хăйне евĕрлĕ, шухăшлаттаракан кино, «Танки» фильм пăхнă чухне кулса та, пăшăрханса та илтĕмĕр. Çĕрлечченех пычĕç сеанссем, пĕрисем килеççĕ, теприсем каяççĕ, ытларахăшĕ вĕçне çитиех курса пĕтерчĕ. Киносене Интернетпа курнă текенсем те пулчĕç.
Çакăн пек киноакцисем йĕркелени, пĕрле пухăнса курни лайăх пулăм, пĕр-пĕ-ринпе сÿтсе яватăн кино курнă хыççăн. Пĕр фильмĕ чăвашла пулсан татах та лайăхрах пулнă пулĕччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика