АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ

07 сентября 2018 г.

Пĕлÿ кунĕ - савăнăçлă линейкăран пуçланнă. Ăна Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул директорĕ В.Кириллова уçнă.
- Паха вĕрентÿ - общество аталанăвĕн никĕсĕ шутланакан условисенчен пĕри. Паянхи кун çамрăк ăрăвăн ăс-хакăлпа пултарулăх хăватне аталантармалли лайăх условисем йĕркелес енĕпе пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Ачасен нумай ăрăвне воспитани парса çитĕнтернĕ педагогсене, çавăн пекех яваплăха туйса тата тÿрĕ кăмăлпа вĕренекен ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене ăшшăн-ăшшăн саламлас килет,-çапла вĕçленĕ сăмахне Вера Михайловна.
Вĕренекенсен савăнăçне пĕрле пайлама район адми-нистрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, организаципе-контроль ĕçĕсен, информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ В.Чайкин та кăмăл тунă. «Пирĕн, аслисен тĕп тĕллев - вĕренме чи лайăх майсем тăвасси, çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ парасси тата вĕсене тăван çĕршыва чунтан юратма вĕрентсе çитĕнтересси, харпăр хăй пултарулăхĕпе туллин усă курма пултаракан Раççейĕн тивĕçлĕ гражданĕ-сене пăхса ÿстересси. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ çитĕнÿ-сем сунатăп»,- тесе саламланă ачасене Валерий Васильевич.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăвайри вăтам шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнине пысăка хурса хаклани пирки те палăртнă вăл.
Çавăн пекех «Акконд-агро фирма» обществăн тĕп инженерĕ В.Васильев, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Сормов, «Тăвай ен» ентешлĕх представителĕ, Тăвайри вăтам шкулта вĕреннĕ В.Михайлов тухса калаçнă.
Унтан пĕрремĕш класа каякансем хăйсен пултарулăхĕ-пе паллаштарнă. 1 «в» класс ертÿçи Н.Смирнова та çутă малашлăх суннă вĕренекенĕ-сене. Пуçласа шкула каякансен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе А.Алексеева тухса калаçнă.
Кăçал пуçласа шăнкăрав пама чи кĕçĕннисенчен - А.Алексеевапа П.Хвостов, вунпĕрмĕшсенчен - А.Чер-новпа Д.Павлов тивĕçлĕ пулнă. Класс сехетне саланнă унтан ашшĕ-амăшĕсемпе ачасем, «Шкул тата ашшĕсем» совета кĕрекен çемье пуçĕ-сем хăйсен класĕсенче активлăх кăтартнă. Çак проекта пурнăçа кĕртсе ашшĕсем тĕллевĕсене çăмăллăнах парăнтарасса шанатпăр.
Палăртнă кун илнĕ хаваслă туйăм çулталăкĕпех тăсăлтăр, вĕрентекенсен ĕçĕ ăнăçлă пулса пытăр, ачасем лайăх паллăсемпе кăна вĕренччĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика