АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте - хĕрÿ ĕççи

31 августа 2018 г.

Уй-хирте - хĕрÿ ĕççи

Çурла уйăхĕн юлашки кунĕ-сенче пирĕн республикăра ĕççи хăвăртлăхĕ ÿссе пырать. Районсенчи ял хуçалăх организацийĕсенче пурĕ 198 пин ытла гектар ?70 процент/ çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулса илсе тĕшĕленĕ, 483,6 пин ытла тонна тырă кĕртнĕ пÿл-месене. Тухăç паянхи куна пĕр гектар пуçне 24,4 центнерпа танлашать. Çĕрпÿ ?30,6 центнер пĕр гектартан/, Вăрнар ?28,1 центнер/ тата ытти районсенче тухăç кăтартăвĕ начар мар.
Тăвай енри çĕр ĕçченĕсем те вырмара ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Çак кунсенче уй-хирти ĕççи пирки «Акконд-агро фирма» обществăн тĕп агрономĕ- пе А.Михайловпа калаçма тÿр килчĕ.
-Кăçал пире çанталăк пулăшсах пырать. Вырма пуç-ланнăранпах кашни майлă самантпа усă курса ĕçлетпĕр. 196 гектар çинчи кĕр тыррисене çапса илтĕмĕр. Хура çăл патĕнчи уйри тырă тухăçĕ ак, самаях савăнтарчĕ, 5 автомашина та аран турттарса ĕлкеретчĕç. Малта пыракан агротехника тырра чылай хăвăртрах, тăккаламасăр пухма май парать. Пурĕ 1021 гектар тĕштырă культурисем пухса кĕртмелле пирĕн, çурхисем те нумай юлмарĕç ĕнтĕ, вырмана вĕçлетпĕр кĕçех, çитсе курăр»,-хăйсен ĕçĕпе кĕскен паллаштарчĕ Анатолий Николаевич.
Унăн йыхравне хаваспах йышăнтăмăр, ĕнер Амалăх çывăхĕнчи уй-хирте пултăмăр. Çанталăк самаях лăпкă тăнипе комбайнсем хыççăн юлакан тусан хăвăртах вĕçсе саланмасть пулас, аякранах асăрхарăмăр уй-хир «карапĕсене». Çутă симĕс тĕслĕ комбайнсем пĕрин хыççăн тепри пыраççĕ, çĕнни, «ACROS-550» маркăлли, уйрăм лаптăк çинче çаврăм хыççăн çаврăм тăвать.
Кĕçех пĕр комбайнĕ вырмалли лаптăкран тухса чарăнчĕ те, бункер тулнине пиплеттерсе паллă пачĕ. Алексей Васильев водитель хăвăртах пырса тăратрĕ автомашинине комбайн çумне, пин-пин пĕрчĕ тăкăнма пуçларĕ кузов çине.
-Обществăн ку уйра çурхи тулă 55 гектар йышăнать, ĕнер ĕçлеме пуçларăмăр кунта. Паян вĕçлетпĕр, нумаях юлмарĕ. Комбайн аван пурнăçлать хăйĕн тивĕçĕсене, ванса кутăнланмасть. Бункера 5 ытла тонна тырă кĕрет, ав, пăхса ытармалла мар кузов епле тулса пынине,-тет Андрей Андреев комбайнер тарланă çамкине шăлнă май. Владислав Егоров пулăшать иккен ăна вырмара.
Тепĕр комбайнĕпе Юрий Ивановпа Владимир Васильев тăрăшаççĕ. «Питĕ сăваплă ĕç пирĕн, хамăр çитĕнтернĕ тырра пухса кĕртетпĕр. Алексей ывăлăм та кашни çулах пулăшать ку енĕпе»,-калаçăва хутшăнать Владимир Александрович.
Нил Тимофеева çĕнĕ комбайн шанса панă, тикĕссĕн куçать вăл çурхи тулă ани тăрăх, улăм валемĕ юлать хыçĕнчен. Паянхи куна 1100 тонна тырă çапнă та çĕнĕ комбайнпа.
Тĕрлĕ ялтан ĕçлеме çÿ-реççĕ «Акконд-агро фирма» обществăна. Акă, Олег Ильин водитель куллен Тăрмăшран васкать автомашина рулĕ умне. «Ĕç укçине вăхăтра параççĕ, тырри килти выльăх-чĕрлĕх валли те пулать. Хĕвелпе хĕртĕнетпĕр, тусанпа çăвăнатпăр»,-шÿтлесе илет арçын. Харсăрскерсене урăх чăрмантармарăмăр.
-Ĕçĕр кал-кал пулса пытăр, вăй-халăр хушăнтăр,-тесе сывпуллашрăмăр вырма ĕçченĕсемпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика