31 августа 2018 г.

«Пахалăхлă автомобиль çулĕсĕр пурнăç условийĕсене лайăхлатма çук. Пирĕн тĕллев - автомобиль çулĕсен сетьне тивĕçлĕ шайра тытасси»,-тенĕ Республика Пуçлăхĕ Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура.
«Тăвай районĕнчи транспорт системине аталантарасси» муниципаллă программăпа килĕшÿллĕн районта «Тăвай-Чутей-Кайпăç-Киччĕ» маршрутри автомобиль çулне тума пуçланă кăçал утă уйăхĕнче. «Стройтранс» общество работникĕсем тăрăшаççĕ унта. Асăннă объекта 3 çул финанслаççĕ, 2018 çулта - 5915519,0, 2019 çулта - 10,415100,0 тенкĕ, 2020 çулта - 3356387,36 тенкĕ уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра палăртнă вырăнта асфальт сарас ĕç кал-кал пырать.