АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлеме хавхалантарать

31 августа 2018 г.

Ĕçлеме хавхалантарать

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче сăпай та вашават, хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен хĕрсем ĕçлеççĕ. Татьяна Разина ертсе пыракан эксперт-специалист 2013 çултанпа тăрăшать кунта.
1987 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче зооинженер специальноçне илнĕ хыççăн, тепĕр 15 çултан çав аслă шкултах вĕренсе экономист дипломĕллĕ пулнă.
Т.Разина сахал тупăшлă граждансене ЖКХ тÿлевĕсене субсидилессипе, çăмăллăхсемпе усă куракан ытти категорири çынсене пулăшу мерисемпе тивĕçтерессипе ĕçлет.
Пуринпе те тимлĕ вăл. Заявленисем йышăннă май мĕнле документсем тăратмалли çинчен тĕплĕн ăнлантарать. Социаллă тÿлевсем вăхăтра çитчĕр тесе тимлет. Ĕç-хĕле çĕнĕлĕхсем кĕрсе пынăран, социаллă работник квалификацие ÿстермелли курссенче пулать. Ыттисене тĕрлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшма яланах хатĕр пулнине палăртаççĕ ун пирки пĕрле ĕçлекенсем. Маттур хĕрарăма коллективра хисеплеççĕ.
Общество пурнăçĕнчен те айккинче тăмасть. Çемьере юратнă амăшĕ, икĕ хĕрне тивĕçлĕ воспитани парса, вĕрентсе кăларса аслă çул çине кăларнă. Пĕри - врач, тепри бухгалтер ĕçне суйланă.
«Çынсен хаклавĕ савăнтарать, татах харсăр пулма хистет»,- тет Татьяна Ивановна. Çак кунсенче ăста специалиста район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă, «Единая Россия» политика партийĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Тÿрĕ кăмăллă, ăшă чун-чÿреллĕ специалист çинчен материал хатĕрленĕ май ăна Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтлĕх паракан министерствăн Мухтав хутне пани çинчен пĕлме тÿр килчĕ. Ĕçтешĕсемпе çывăх çыннисем паллă юбилейпе саламласа ăнăçу, ырлăх-сывлăх суннă ăна çак кунсенче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика