31 августа 2018 г.

Çĕпĕрте пурăнакан чăвашсем тăтăшах пирĕн республикăра пулаççĕ. Михайловка ялĕпе Тăвай хушшинче тахçанах туслăх кĕперĕ хывăннă. Нумаях пулмасть кунта ялăн 110 çулхи юбилейĕ иртнĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула Тăвай енрен пулайман унта, анчах аякри ентешсем патне çитсе пысăк уявпа саламлама шантараççĕ.
Михайловка ялĕ Кемерово хулинчен 220 километрта вырнаçнă.
Раççейре Столыпин реформи хыç-çăн Çĕпĕре хăш-пĕр çăмăллăхпа куçса кайма ирĕк пулнă.
Атăл тăрăхĕнчи чăвашсен аякри Çĕпĕрти Оселки ялĕпе çыхăну пулнă, унта патша хĕсĕрленинчен тухса тарса кайнисен пĕр ушкăнĕ пурăннă. 1907 çулта Çĕпĕр пурнăçĕпе паллашмашкăн 30 çулçÿревçĕ çула тухнă, вĕсен шутĕнче: Тăвай тăрăхĕн-чен Г.М.Карзаков, И.Т.Терентьев, Д.Е.Егоров тата ыттисем те... Тĕп тĕллевĕ - ялан пурăнмалли вырăн суйласа илесси. Тĕпчеме килнĕ чăвашсене маларах Глазовка ялĕ пулнă вырăн килĕшнĕ. Çакăнта маларах Тамбов тăрăхĕнчи хресченсем пурăннă. Анчах та юнашарти Инченково ялĕнчи çынсем вĕсене юратман: тыр-пулне таптанă, выльăх-чĕр- лĕхне вăрланă, ялсем хушшинче час-часах хирĕçÿсем пулнă. Çавăнпа та вара Глазовка çыннисем кунтан пăрахса тухса кайнă, çуртсемпе хуралтисене салатнă. 10 çула яхăн унта никам та пурăнман.
Тĕпчесе пĕлме килнĕ чăвашсем ниме пăхмасăрах çакăнта вырнаçма влаç умне ыйту тăратнă. Çак лаптăка виçĕ енчен Çĕпĕр тайги хупăрланă, çуртсем тума тата вут-шанкă енчен ăнăçлă пулнă, вăрманĕ те пуян - тĕрлĕ чĕр-чун, çырла- кăмпа. Юнашарах Кара-Чумыш тата Инчереп юханшывĕсем.
Томск тăрăхĕн çĕр управленийĕ чăвашсен 120 çемйине Кузнецк уесне вырнаçма ирĕк панă, çав шутра унчченхи Глазовка ялĕ çĕрĕ çине те. Çемйисемпех Çĕпĕр çĕрĕсемпе паллашма килнĕ çынсем маларах йĕркеленнĕ Оселки, Еловка, Кара -Чумыш ялĕсене хĕл каçма юлнă. Вĕсен шутĕнче: Е.А.Афанасьев ?Енĕш Нăрвашран/, А.Л.Ларионов, Ф.А.Игнатьев, И.А.Пронсков, В.Кудряшов тата ыттисем те. Нумайăшĕ пуçтарăнса каялла чăваша тухса кайнă.
Тепĕртакран, 1907 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче, куçса килекенсен иккĕмĕш ушкăнĕ Болотная станцинче лашасемпе урапасем туянса Оселки чăваш ялне çул тытнă. Çак ушкăнта - С.А.Антонов ?Çăлпуç ялĕ пулмалла/, М.Г.Терентьев ?Тăвай тăрăхĕн-чен/, С.Н.Анисимов, И.Г.Галактиков, А.Т.Тихонов, Н.Р.Романов тата ыттисем те. Оселки ялĕнче пурăнакан чăвашсем тĕне кĕмен пулнă, куçса килнисем - православи тĕнне илнисем. Çавăнпа та вĕсем хушшинче туслăх пулман, куçса килнисем вара маларах хăйсене килĕшнĕ Глазовка ялĕ пулнă çĕре куçса вырнаçнă.
1908 çулта Троица праçникĕ умĕн, «Болотная» станцине эшелонпа 40 çемье килнĕ ?илсе килекенĕ Г.Н.Карзаков/. Вĕсем хыççăнах Çĕнĕ Моминск вулăсĕнчи 45 çемье Д.Е.Егоров ертсе пынипе куçса килнĕ, унтан 10 çемье - Чистай уесĕнчен. Пурне те вĕсене Çĕпĕр пуянлăхĕ илĕртнĕ: çĕр, вăрман, юхан шыв, пуласлăх...
Çĕпĕр çĕрĕ çине хăйсемпе пĕрле плуг, сухапуç, сÿре, лаша хатĕрĕсем тата кил-çуртра чи кирлĕ пулакан япаласем илсе килме тăрăшнă вĕсем.
Глазовка ялĕнче чи лайăх вырăнсене Тăвай тăрăхĕнчен тухнă çынсемпе вĕсен тăванĕсем тата пуянраххисем çавăрса илнĕ. Тăвай енрен куçса килнисем татах Çĕпĕре килес текенсем валли те вырăн тытса тăнă. Малтанхи çулсенче усă курман çĕрсене сухаласа акма çăмăл пулман, çитменнине тата Çĕпĕр сиввисем те акнă тырпула пĕтернĕ. Тепĕр темиçе çултан çеç ырашпа тулă йĕркеллĕ çитĕн-ме пуçланă.
Çапла вара асăннă вырăнта çĕнĕ ял пуçланса кайнă, яла пуçарса яраканĕсем Атăл тăрăхĕнчи Хусан, Ĕпхÿ, Самара кĕпĕрнинчи чăваш хресченĕ-сем пулнă. Ял ятне икĕ тĕрлĕ парас текенсем пулнă. Пĕрисем - Михайловка ялĕ, Çветтуй Михаил ячĕллĕ уявпа, теприсем ялти чи ватă çын - Михаил Карзаков ячĕпе çыхăнтарасшăн пулнă. Апла та, капла та шухăшланă, 1908 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче яла “Михайловка” ят панă.
1909 çулта ялти учитель çуртĕнче, халăх ыйтнипе, кил хуçи Ефим Афанасьев ачасене хутла вĕрентмелли шкул уçнă, чăвашла вĕрентнĕ. Кĕнекесем учителĕн кăна пулнă.
1920 çулта Михайловкăра ял Совечĕ йĕркеленнĕ. 4 класлă шкул, вулавăш çурчĕ уçăлнă, унтан клуб ĕçлеме пуçланă. Медпункт, 1926-1927 вĕренÿ çулĕнче 7 çул вĕренмелли шкул, 1928 çулхине ялта магазин уçнă.
1930 çулта колхозсем йĕркелеме пуçланă, пĕчĕк хресчен хуçалăхĕ-сем колхозсене пĕрлешнĕ.
1931 çулта 3 колхоз пĕрлешсе “Хĕлхем” хуçалăх йĕркеленĕ. Малалла колхоз аталанса пынă. Ялта почта уйрăмĕ ĕçлеме пуçланă, 1936 çулта электричество çитнĕ.
1941 çулта Аслă Очествăлла вăрçа ялтан 150 çын тухса кайнă, вĕсенчен 65-шĕ çапăçу хирĕсенче выртса юлнă.
1957 çулхи апрельте Ленин ячĕллĕ колхоз тата “Трудармейский” МТС пĕрлешсе “Трудармейский” совхоз туса хунă.
1979 çулта Михайловка ялĕ “Трудармейский” совхозран тухса уйрăм хуçалăх йĕркеленĕ, унта юнашарти Иганино, Инченково, Калиновка ялĕсем те кĕнĕ. Çавăн хыççăн ял тата хуçалăх пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Хальхи вăхăтра Михайловка ялĕнче 700 çын пурăнать, ытларахăшĕ - чăвашсем. Ялта вырăссем, украинецсем, белоруссем тата ытти наци çыннисем пĕр çемьене пĕрлешнĕ.
Михайловка ялĕ облаçри чăвашсен культура центрĕ пулса тăрать. Кунта 40 хутчен Пĕтĕм Кузбасри чăваш культурин фестивалĕ иртнĕ. Кемĕр облаçĕнчи пултарулăх коллективĕ-семпе пĕрле “Тăвай ен” тата “Енĕш” ушкăнсем те хутшăннă. Михайловкăри “Хĕлхем” фольклор коллективĕн ят-сумĕ инçене сарăлнă. Шупашкарта, Тăвайпа Енĕш Нăрваш ялĕсенче те хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă. Тушкилсем те, тăрмăшсем те хапăл пулнă унти пултарулăх ушкăнне. Кăçал кăна-ха И.Яковлев çулталăкне халалланă республикăри сумлă мероприятире те пулнă «Хĕлхем» ансамбль.
Çĕпĕрти чăвашсемпе Тăвай ен хушшинчи çыхăнусем 1980 çулсенче çирĕп- ленме пуçланă. Йăх тăванĕсене шыраса Михайловкăсем районти чылай ялта пулнă. Василий Филиппович Антонов, нумай çул Кемĕр облаçĕнчи чăвашсен культура центрĕн председателĕ, губернаторăн советникĕ пулнăскер, час-часах Тăвай ене килнĕ. Ара унăн несĕл тымарĕсем Çăлпуç ялĕнчен-çке...
Çĕршыври хăш-пĕр йывăр самантсенче райадминистраци пуçлăхĕ И.Дмитриев та Кемĕре çитнĕ, Тăвайне çĕр кăмрăкпа тивĕçтерес ыйтăва хускатнă. Туслăха çирĕплетсе район администраци пуçлăхĕ В.Ванерке те Тăвай тăрăхĕнчи артистсемпе пĕрле Кемĕре çитсе курма вăхăт тупнă, унта унăн çывăх тăванĕсем пурăнаççĕ .