АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стадиона тирпейлесе тăраççĕ

31 августа 2018 г.

Стадиона тирпейлесе тăраççĕ

Районти футбол чемпионатĕнче 4 команда тупăшрĕ. Финалта Тăвайпа Тăрмăш футболисчĕсем хушшинче çивĕч кĕрешÿ пычĕ. Тăрмăшсем чемпионат çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç, тăвайсем - иккĕмĕш, енĕшнăрвашсем - виççĕмĕш вырăнсенче. Сăмах май, çывăх вăхăтрах футболла выляссипе район кубокĕ-сене çĕнсе илессишĕн икĕ турнир пулмалла.
Ăмăртусем Тăвай ялĕн аялти стадионĕнче иртрĕç. Ăна хăтлăх кÿме район активисчĕсем, спортсменсем, футбол вăййине юратакансемпе сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан чылай çын хутшăнчĕ. Çу каçах вăйăсем иртмелли уйри курăка çулса тасатса тăчĕç. Халĕ те стадион таврашне тирпейлесех тăраççĕ.
Ырă ĕç тăвакансем ырлăхлă-сывлăхлă пулччăр, физкультурăпа спорт юхăмне тата та ытларах çынна явăçтарччăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика