24 августа 2018 г.

ÇУРЛА уйăхĕн уяр кунĕсем тăнă май, «Акконд-агро» фирмăра хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Уй-хирте иртен пуçласа каçченех комбайнсен шавĕ - пикенсех тырă пухса кĕртеççĕ. Çĕрĕçлекенсене «тÿпери канцеляри» çанталăк тĕлĕшĕнчен ырă суннă май вырма ĕçĕсене лайăх сроксенче вĕçлеме ĕлкĕрмелле тата кĕрхи культурăсене тивĕçлĕ акса хăвармалла.
Холдингра «Акконд-агро» тата «АККОНДСĔТ» ял хуçалăх комплексĕ пысăк пĕлтерĕш йышăнать, мĕншĕн тесен вĕсем халăха Чăваш Енре тата çавăн пекех унăн тулашĕнче пурăнакансене те тахçанах кăмăла кайнă «От Красули» тата «Гармония дня» брендсемпе кăларакан сывлăхшăн усăллă чăн-чăн сĕт продукчĕ-семпе тивĕçтерет. Çакăнпа пĕрлех агрокомплекс халăхшăн питĕ кирлĕ социаллă ĕçе те пурнăçлать - ялсенчи 100 ытла çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ.
Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, сĕт продукчĕсен тутăлăхĕпе усăллăхĕ производствăн мĕнпур циклĕнчен, ĕнесем валли выльăх апачĕ туса илнинчен пуçласах, тÿрремĕ-нех килет. «Акконд-агро» хăйĕн çĕрĕсенче, вĕсем 3,5 пин гектара яхăн, голштин ăратлă 2000 пин пуçа яхăн мăйракаллă шултра выльăх валли паха апат туса илет. Çĕрĕçĕнче аграрисем минераллă тата органикăллă удобренисемпе усă кураççĕ, выльăхсен апат рационĕнче сĕт пахалăхĕ çине ырă витĕм кÿрекен тата пысăк сăвăм илме пулăшакан культурăсем акса çитĕнтереççĕ.
«Акконд-агро» фирмăра çуллен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетеççĕ, ку чухнехи çĕнĕ меслетсене ĕçе кĕртеççĕ, специалистсем çĕнĕ технологисене вĕренсе алла илеççĕ. Çапла, кăçалхи ака уйăхĕн çурринче «Акконд-агро» фирма территорийĕнче ирттернĕ Тăвай районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсен семинарĕнче ял хуçалăх ĕçĕсен тухăçлăхне нумай хут ÿстерме май паракан çĕнĕ агротехникăпа паллаштарнă.
Çакнашкал инновации майĕ- семпе усă курса предприяти кăçал çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçленĕ, 3263 гектар çĕре ĕçлесе хатĕрленĕ, çав шутран 1021 гектарне тĕш тырă культурисем, 1962 гектарне выльăх апачлĕх культурăсем йышăннă.
Фермерсем çу каçа хастар ĕçленĕ, хальхи вăхăтра ял хуçалăх çулне пысăк кăтартусемпе вĕçлеме вăй хураççĕ. «Акконд-агро» фирмăри çĕрĕçлекенсемшĕн ĕççи утă уйăхĕн çурринче пуçланнă, выльăх апачĕ хатĕрлеме тата тыр-пула пухса кĕртме мĕнпур вăя явăçтарнă.
Выльăх апачĕ хатĕрлемелли ĕçсем мĕнле пынипе интересленсе эпир «Акконд-агро» тата «АККОНДСĔТ» агрокомплексăн директорĕпе Николай Фоминпа калаçрăмăр, вăл кăçал тухăçшăн лайăх малашлăхсем пуррине, çанталăк çĕрĕçлекенсемшĕн майлă пулнине, «Акконд-агро» предприятире кĕр тыррисене ăнăçлă пухса кĕртнине, халĕ çуртрисен уйĕсенче ĕç хĕрсе пынине палăртнă.
Çĕрĕçченĕсем 196 гектар ?100 процент/ çинчи кĕр тыррисене ?144 гектарĕ - кĕрхи тулă, 52 гектарĕ - кĕрхи ыраш/ çапса илнĕ, вăтам тухăç гектар пуçне - 30 центнер таран. Уй-хирте предприятин хăйĕн техники кăна ĕçлет. Çак шутра темиçе комбайн, вăл шутра - çĕнĕ «ACROS-550» тĕш тырă комбайнĕ те. Вăл сезонта ирхи тĕш тырăсенчен пуçласа кукурузăпа вĕçлесе 1000 ытла гектар çинчи пурлăха пухса илме май парать. Ку чухнехи малта пыракан агротехника тухăçа чылай хăвăртрах та пахалăхлă, пĕр пучаха та, пĕр пĕрчĕне те тăккаламасăр пухса кĕртме май парать. Кашни комбайнăн вăтам ĕç тухăçлăхĕ 25 гектарпа танлашать. Пухса кĕртнĕ тырра сортласа тирпейленĕ хыççăн ăна хранилищине упрама хураççĕ.
Выльăх апачĕн никĕсне малалла çирĕплетеççĕ. Ку вăхăт тĕлне 1090 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут тата 319 гектар пĕр çул ÿсекен курăксене çулса пухнă. 915 тонна утă, 7120 тонна сенаж, 250 тонна улăм хатĕрлесе хунă.
«Акконд-агро» фирмăн ĕç-çири ăнăçлăхĕн тĕп вăрттăнлăхĕ - профессионалсемпе ку чухнехи агротехника тандемĕ. Хуçалăхра икĕ факторĕ те çÿл-лĕ шайра»,- уççăн палăртать Н.Фомин.
«Акконд-агро» фирмăра явап-лăха тарăннăн туякан тата ăста специалистсем тăрăшаççĕ. Агроном, комбайнерсем, механизаторсем, водительсем,ытти специалистсем иртен пуçласа каçчен тулли хăватпа ĕçлеççĕ.
Палăртма кăмăллă, предприятире çитес çулхи тухăçшăн та халех тимлеççĕ, кĕр тыррисем акма 310 гектар çĕр хатĕр- лесе хунă, паян-ыран акма пуçăнаççĕ.