АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвар хурса тухнă

24 августа 2018 г.

Тăвар хурса тухнă

Ешĕл ÿсен-тăранта тăвар çителĕксĕр. Çакна Канашри районсем хушшинчи сунарçăсемпе пулăçсен обществинче шута илсе тăраççĕ, тискер чĕрчунсене хĕлле кăна мар, çулла та пулăшма тăрăшаççĕ. Çапла иртнĕ кунсенче акă Кармал, Ишпуç тата Чутей вăрманĕсенчи чĕрчунсем ытларах пулакан вырăнсене тăвар хурса тухнă, пурĕ 90 килограмм валеçсе панă. Ку тĕлĕшпе обществăра ĕçлекенсене Александрпа Владимир Ананьевсем питĕ пулăшрĕç. Хастар сунарçăсем Тăвайри пушар чаçĕнче ĕçленипе пĕрлех тискер чĕрчунсемшĕн те çулленех сахал мар тăрăшаççĕ. Раççейри сунарçăсемпе пулăçсен ассоциацийĕ нумаях пулмасть Владимир Дмитриевич Ананьева тăрăшулăхшăн юбилей медалĕ парса чысларĕ. Вăл рейдсене тата тăван тавралăхшăн, тискер чĕрчунсемшĕн тимлесе ирттерекен мероприятисене тÿрĕ кăмăлтан хутшăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика