АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçра усал шухăш пулманччĕ

24 августа 2018 г.

Витьăпа Нина утă уйăхĕнче çемье çавăрчĕçĕ Çынсен хваттерĕнче нумай пурăнма тÿр килмерĕ вĕсенĔ хăйсем тăрăшнипе пĕр пÿлĕмлĕ хваттерлĕ пулчĕçĕ Пĕрлешичченех вĕсем пĕр пысăк фабрикăна ĕçе вырнаçрĕçĕ Ĕç вăхăчĕсем çур сехет раснарах пулнипе ĕçе теĔ ĕçрен те пĕрле çÿреймеççĕ вĕсемĕ
Витя ĕçне вĕçлесе киле кайма хатĕр-леннĕччĕ çеç – иккĕмĕш сменăна килнĕ ĕçтешĕсем пĕр çын çитменнипе ăна доминолла выляма чĕнчĕçĕ Вăхăчĕ пурĔ доминолла выляма кăмăллать Витяĕ Çавăнпа хаваспах килĕшрĕ вăлĕ Вăхăт хăвăрт иртсе кайрĕĕ Мăшăрĕнчен маларах çитес тесе вăл юлташĕсенчен васкаса уйрăлчĕ те автобус чарăнакан вырăна чупрĕĕ Киле çитсе пынă май умра мăшăрĕ пынине асăрхарĕĕ Ун çийĕнче сарă тĕслĕĔ çемçе çухаллă пальтоĕ Ăна вĕсем çулла универмагра пĕрле туяннăччĕĕ Арăмĕ килелле васкамасăр утатьĕ ЭхĔ çамрăклăх! Витя мăшăрĕшĕн тунсăхланипе ун патне хăвăрт чупса пычĕ те çирĕп аллипе хыçалтан ыталаса илчĕĕ Ун енне палламан хĕрарăм çаврăнчĕĕ
Витя аванмарланса кайрĕĕ «Эпĕ сире хамăн арăм вырăнне йышăнтăм пуласĕ КаçарăрĔ тархасшăнĕ Пуçра пĕр усал шухăш та çукчĕ»Ĕ- теме çеç пултарчĕĕ Хĕрарăм йăл кулса илчĕ те малалла утрĕĕ Витьăн та çав çулпах утмаллаĕ Пĕр подъездрах пурăнаççĕ иккен вĕсем, вăл-саккăрмĕш хутраĔ Витя – тăххăрмĕшĕнчеĕ
Тепĕр кун та çав йĕркепех пуçланчĕĕ Ĕç хыççăн ĕнерхи юлташĕсем каллех доминолла выляма сĕнчĕçĕ Ку хутĕнче те хирĕçлемерĕ вăлĕ Вăйăра вăхăт сисĕнмесĕрех иртетĕ Пĕр тапхăр вылясан Витя каллех киле васкарĕĕ Автобуса чупса тенĕ пек кĕчĕĕ Халăх лăк туллиĕ Вăл билет туянчĕ те пушăрах вырăна кайса тăчĕĕ Хăй умĕнче ĕнерхи хĕрарăма курах кайрĕĕ «ÇукĔ паян ĕнерхи пек пулмĕ»Ĕ- хăйне хăй лăплантарчĕ вăлĕ Хĕрарăм аллинче икĕ йывăр сумккине асăрхасан хăйне ниепле те курман пек тыткалама пултараймарĕĕ Хăйсен чарăнăвне çитсен вĕсем пĕрлех анчĕçĕ Хĕрарăм малта утрĕĔ Витя ун сумкисемпе хыçалтан пычĕĕ Лифта кĕрсен вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕçĕ
- Эпĕ фабрикăран киле çитиччен йывăр сумкасемпе нушаланса таврăнатăп! Эсĕ хыçалта пырса та мана пулăшмастăн! Арçынла пулать-и ку.- ÿпкелерĕ ăна арăмĕ хваттере кĕнĕ-кĕменĕ
Витя ку хутĕнче арăмĕ умĕнче хăйне айăплă туйрĕĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика