17 августа 2018 г.

Августăн 15-мĕшĕнче районта пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Халичченхи пекех, çак тĕллевпе Шупашкартан та килнĕ информушкăн представителĕсем. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусем çаксем - Раççей Федерацийĕн пенси саккунне кĕртме палăртнă çĕнĕлĕхсем тата ял хуçалăхĕнче вырма ĕçĕсем мĕнле пулса пыни. Çынсемпе тĕл пулнă чухне информаци ушкăнĕсем вырăнта инфратытăма аталантарас, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, пушартан сыхă пулас, çанталăк шăрăх тăнă май шыва кĕнĕ чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнас тата ытти ыйтусене те тимлĕх уйăрнă.
Раççей Федерацийĕн пенси законодательствинче пулма пултаракан улшăнусене Тăвай районĕнче пуçласа сÿт-се явмаççĕ. Вăл нумай çыннăн чĕлхи çинче. Пĕрлехи информаци кунĕн кун йĕркинче те ăна çĕнĕрен çĕкленĕ. Район администрацийĕн пĕчĕк залĕн- че пухăннисем умĕнче ку ыйтупа Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри управленийĕн управляющи заместителĕ Ирина Коннова сăмах илнĕ.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, кăçалхи июлĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче РФ Патшалăх Думи пенси тытăмне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун проектне пĕрремĕш вулавпа сÿтсе явнă. Асăннă саккун проектне сÿтсе явма икĕ уйăх ытла вăхăт панă. Саккун проекчĕн иккĕмĕш тата виççĕмĕш вулавĕсем кĕркунне иртеççĕ. Раççейĕн 80 ытла регионĕнче пенси тытăмне улшăнусем кĕртессине ырланă, çак шутра пирĕн Чăваш Ен те. ЧР Патшалăх Канашĕн черетсĕр çирĕм пĕрремĕш сессийĕнче пенсие тухмалли çул ÿсĕмне пысăклатассине хĕрÿллĕн сÿтсе явнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çак саккунăн проектне хак парса ăна ырланине палăртнă. РФ Президенчĕ Владимир Путин пенси тытăмне улшăнусем кĕртессине хăй тĕрĕслесе тăнине пĕлтернĕ.
Ирина Коннова çакна палăртнă: пенси çĕнĕлĕхĕсен тĕп тĕллевĕ - пенси виçине ÿстерессине тивĕçтересси, ăна инфляцирен пысăкрах индексацилесси. Çын пенсире тивĕçлĕ пурăнма тивĕç. Пенси тытăмне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн арçынсен пенси çулĕн ÿсĕмне 65 çулччен ?2028 çул тĕлне/, хĕрарăмсен пенси ÿсĕмне 63 çулччен ?2034 çул тĕлне/ ÿстересшĕн. Пенси çулне ÿстерни чи малтанах 1959 çулта çуралнă арçынсемпе 1964 çулта çуралнă хĕрарăмсене пырса тивет. Вĕсем 2020 çулта 61 тата 56 çул тултарсан пенсие тухĕç.
Паянхи пенсионерсене çĕнĕ саккун пырса тивмест. Чăваш Республикинче тата Тăвай районĕнче уй-хир ĕçĕсем мĕнле пулса пынипе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке каласа панă. Республикăра, вăл шутрах Тăвай районĕнче те, вырма ĕçĕсем пыраççĕ. Ку эрне пуçламăшĕ тĕлнех республикăра 240 пин тонна ытла тырă пухса кĕртнĕ, вăл пÿлмене типĕ кĕрет. Куславккара, Каçал енре, Вăрмарта ир пулса çитĕнекен çĕрулмине те кăларса пухаççĕ. Çĕрулми хакĕ лайăх, унăн пĕр килограмне халăх 14-17 тенкĕпе туянать.
Республикăра хăш-пĕр районсем кĕр тыррисем акма пуçланă. Пирĕн районта та 10760 гектар çинчи тĕш тырăран 2860 гектарне ?26,6 процентне/ пухса кĕртнĕ, пурĕ 6554 тонна тырă çапса илнĕ. Пĕр гектар пуçне вăтам тухăç 22,9 центерпа танлашать. Çакăнсăр пуçне çĕр ĕçлекенсем кĕр тыррисем акма та хатĕрленеççĕ. Тĕслĕхрен, Андрей Моряков хресчен-фермер хуçалăхĕ хăй кăна 250 гектартан кая мар кĕрхи ырашпа кĕрхи тулă акса хăварасшăн. Кĕрхи туллăн элита вăрлăхне туяннă.
Выльăх апачĕ хатĕрлессипе те малалла ĕçлеççĕ. Ку вăхăт тĕлне пурĕ 7950 тонна утă ?100,3 процент/, 15480 тонна сенаж ?100,8 процент/ тата 2660 тонна силос ?15,4 процент/ хатĕрлесе хунă. Уйра нумай çул ÿсекен курăксен кайăвĕ, силослăх культурăсем çитĕнеççĕ.
Информаци ушкăнĕсем палăртнă вырăнсенче пулса халăхпа тĕл пулнă, кун йĕркинчи ыйтусемпе вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлнĕ, хумхантаракан ыйтусем çине хуравсем панă.
Çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.