17 августа 2018 г.
Пирĕн республикăра вĕренекенсен тăван чĕлхепе тата литературăпа пĕлевне ÿстерессипе, ачасен творчество пултарулăхне аталантарассипе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Чăваш чĕлхипе тата литературипе, тăван ен историйĕпе тата культурипе регионсемпе халăхсем хушшинче йĕркелекен олимпиада пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Тутарпа мордва чĕлхипе тата литературипе иртекен олимпиадăсен регионри тапхăрĕсем те çамрăксен ăс-тăнĕ çине аван витĕм кÿреççĕ. Вĕренекенсен пултарулăхне тивĕçлĕ шая çĕклесси педагогсенчен те нумай килет. Çавăнпа инновацилле тата творчествăлла ĕçлекен вĕрентекенсене хавхалантарса тăрассипе тимлеççĕ, педагог-новаторсем хушшинче мотивациллĕ лару-тăру йĕркелеççĕ. Чăваш Республикин Пуç-лăхĕн премипе регионсемпе халăхсем хушшинчи олим-пиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрлекен вĕ-рентекенсене 2017 çултанпа хавхалантараççĕ. Кăçал 16 вĕренекен, вĕ-сенчен 7 çĕнтерÿçĕпе 9 призер çирĕп пĕлÿпе палăрнă, 18 педагога Чăваш Республикин Пуçлăхĕн премине, 100 пин тенкĕ, панă. Вĕсенчен пĕри - пирĕн районти Тушкилти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Лидия Петровна Морякова (сăн ÿкерчĕкре). Вăл Тăрмăшра çуралса ÿснĕ. Канашри педагогика училищинче пĕлÿ пухнă. Тушкилти вăтам шкулта 1983 çулта пуçланă ĕç çулне, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Вăл предмета вĕрентессин теорийĕпе методикине аван пĕлет, пĕлÿ памалли тĕрлĕ майсемпе усă курать. Аслă классенче урок-семинарсем, урок-лекцисем ирттерет, çĕнĕ технологипе ĕçлет. Юлашки виçĕ çулта Л.Морякова вĕренекенĕсен пĕлĕвĕ самаях лайăхланнă. Районти предмет олимпиадисенче Тушкил шкулĕнче пĕлÿ пухакансем чăваш чĕл-хипе литературипе призлă вырăнсене йышăннă. «Пу- ласлăх патне малтанхи утăм- сем» наукăпа практика кон-ференцийĕнче, «Ытарайми Нарсписем», «Нарспи сăнарне эпĕ епле куратăп», «Эпир сывă тата вăйлă», «Аннеçĕм, ку çепĕç йĕркесем сана валли» тата ытти конкурссенче, «Чăваш поэзийĕн улăпĕ» фестивальте те палăрнă вĕсем. Районти вĕрентекенсен твор-чествăлла мероприятийĕсенче активлăх кăтартать Лидия Петровна. 2015-2017 çулсенче чăваш чĕлхипе, литературипе пĕлÿ паракансен методика фестивалĕнче çĕнтернĕ. «Вилĕмсĕр Нарспи» презентацисен конкурсĕнче те вăл хăйĕнчен никама та ирттермен. Ухсай Яккăвĕ çу-ралнăранпа 105 çул çитнине халалласа ирттернĕ «Чăваш поэзийĕн Улăпĕ» ятлă фестивальте Л.Морякован ви-деороликĕ чи лайăххи пулнă. Харсăр учительница чăваш чĕлхипе литературине вĕрен-текенсен республикăри «Уçă урок» методика фестивальне те хаваспах хутшăннă. Саккăрмĕшпе тăххăрмĕш классенчи информаци техно-логийĕн сферинчи вĕрентÿ тата тăваттăмĕш класри тĕ-рĕслев ĕçĕсене тĕпчесе çирĕплетекен организатор пулнă Л.Морякова. Гуманитари циклĕнчи учитель-предметниксен шкулти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи вăл. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен районти ушкăнĕн ĕçне те хутшăнать. 2016 çулта «Иван Ахрат «Юрлакан кĕленчесем» темăпа уçă урок ирттерсе чăваш чĕлхипе, литературипе çĕ-нĕлле пĕлÿ паракансен районти семинарĕнче ăшă сă-маха тивĕçлĕ пулнă. Ĕçленĕ хушăрах ЧПУ-ра вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Лидия Петровна нумайранпа класс ертÿçин тивĕçĕсене те ăнăçлă пурнăçласа пырать. Унăн класĕнчи ачасем йĕркене пăхăнаççĕ, активлă, лайăх вĕренеççĕ, спортра та маттур. 2016 çулхи «Чи лайăх класс ертÿçи» ятлă районти конкурсра вăл призер пулса тăнă. Л.Морякова учительница обществăлла пурнăçра та, спортра та маттур. Шкулти хĕрарăмсен команди волейболла выляса районти турнирсенче çуллен мала тухать. Çута ĕмĕтлĕ вĕрентекен ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин, район администрацийĕн, вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене тивĕçнĕ. - Маншăн чи пахи - вĕре-некенсен ашшĕ-амăшĕсем тав туни, вĕсем манпа тĕрлĕ ыйтусемпе тăтăшах канашлани,- тет 35 çул чăвашлăха юратма хавхалантаракан Лидия Петровна. Моряковсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Çемье пуçĕ, Алексей Гурьевич - водитель, ялти пушар хуçалăхĕнче тăрăшать. Константин тĕрлĕ çĕре ĕçлеме çÿрет, нумаях пулмасть мăшăрланнă. Оксана та аслисем пекех ырă кăмăллă.