АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи çывăх хаçат

17 августа 2018 г.

Эпĕ астăвасса пирĕн киле яланах «Коммунизм ялавĕ» тата «Ял ĕçченĕ» хаçатсем килсе тăратчĕç. Хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнатăп пулсан та чун хам çуралса ÿс-нĕ Тăрмăшах туртать. Çăвĕ-пех ялта пурăнатпăр. Апрельте ятарласа яла килсе почта уйрăмĕнче район хаçатне май-октябрь уйăхĕсенче илсе тăма çырăнса хăваратăп. Районта пулса иртекен тĕрлĕ мероприятисемпе ытти хыпарсене пĕлес килет-çке-ха.
Районти культура пайĕнче Геннадий Масленников ĕçленĕ çулсенче вăл мана тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ çĕре йыхравлатчĕ. Районти акатуйсенче темиçе хут та пулнă эпĕ. Хампа пĕрле тĕрлĕ пултарулăх коллективĕсене илсе килеттĕм. Пĕррехинче, Раççей кунне уявланă май, районти культура çурчĕ умĕнчи лапамри сцена çинче 10 юрă юрларăм.
Мĕншĕн хăвăр кун-çулăра культура пурнăçĕпе çыхăнтартăр; Çак ыйтăва тăтăшах параççĕ çамрăксем тĕл пулусенче. Мĕн пĕчĕкренех юрласа ÿснĕ. Ун чухне Тăрмăшра вăйлă хорсем пулнă, вĕсем кĕрлесе кăна тăнă. Колхоз хорĕн сумĕ инçенех сарăлнăччĕ, Мускавах çитнĕччĕ кунти юрă ăстисем. Пĕр вăхăталлах вĕренекенсемпе учительсен хăйсен уйрăм хорсем пулнă. Нил Дмитриевич Казаков пысăк ăсталăхпа ертсе пынă вĕсене. Халăхпа ĕçлеме пĕлетчĕ вăл.
Хальхи вăхăтра культура ыйтăвĕсемпе ĕçлекен районти пайра камсем тăрăшаççĕ-ши; Хам 42 çул юрланă Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ манмасть: шăнкăравлаççĕ, хăш чухне концертсене хутшăнма чĕнеççĕ. Сăмах май, сентябрĕн 15-мĕшĕнче Çĕмĕрлене хула кунне уявлама йыхравларĕç. Çапла майĕ-пен иртсе пырать вăхăт. Çуралса ÿснĕ тăван кĕтес, кунти тавралăх маншăн питех те çывăх тата хаклă. Районта тухса тăракан хаçата та паянхи кунчченех кăмăлласа вулатăп.
Малашне те «Ял ĕçченĕпе» туслă пуласчĕ. Редакци коллективне çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика