АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял ĕçченĕсене савăнтарнă

17 августа 2018 г.

Ял ĕçченĕсене савăнтарнă

Хире тухсан çĕр ĕçченĕн чунĕ савăнать. Хальхи вăхăтра иртен пуçласа каçченех уй-хир «карапĕсен» кĕрлевĕ аякка илтĕнет. Çитĕнтернĕ тыр-пула вăхăтра, çухатусăр пухса кĕртес тесе тăрашаççĕ пур хуçалăхра та.
Районти уй-хирсенче, фермăсенче ĕç хĕрсе пынă чухне агитбригадăсем концерт кăтартасси – çулсерен пыракан ырă йăла.
Тăвайри культура çурчĕн агитбригадине яланах ырă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ ял ĕçченĕсем, сывлăш çавăрса илме меллĕ самант пулнишĕн, илемлĕ юрăсемпе киленме май килнĕшĕн савăнаççĕ. Иртнĕ кунсенче вырăнти артистсем – Елена Семенова, Владислав Степанов, Арина Алексеева, Римма Маркова, Алена Абрамова, Надежда Никифорова Чутейри тата Кĕршери йĕтемсенче пулнă. Кунта тăрăшакансем хитре саслă юрăçсене хаваспах йышăннă, тав тунă. Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче ытти çĕрте те пуласшăн агитбригада членĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика