17 августа 2018 г.
Çу тапхăрĕ ачасемшĕн кăна мар, пуриншĕн те питĕ кĕтнĕ вăхăт. Шел, тульккăш, вăл хăвăрт иртсе пырать. Календарьпе çăвăн юлашки уйăхне – çурла уйăхне вĕçлесе пыратпăр акă.
Апла пулин те, ăшă кунсем вĕçленмен-ха, çу сезонĕ малалла тăсăлать. Çакăнпа пĕрлех çу тапхăрĕпе ытларах çыхăннă тĕрлĕ инкеклĕ тĕслĕхсенчен те çав-çавах тимлĕ пулни кирлĕ. Çуллахи вăхăтра ачасем нумай хваттерлĕ çуртсен чÿречисенчен ÿкни те, шывра тата çул çинче инкек тÿсесси те ытларах пулать. Ачасемшĕн чÿречесене каракан сеткăсем те хăрушă пулма, вĕсем чÿречерен ÿкесси патне çитерме пултараççĕ. Çавăнпа аслисен, ашшĕ-амăшĕн пĕчĕк ачисене куçран вĕçертес марччĕ. Ÿсĕмĕпе 1 çултан пуçласа 5 çулчченхи ачасем уйрăмах пысăк тимлĕх ыйтаççĕ. «Инкексенче ачасем йывăр суранланаççĕ, ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлакансем те пур», - пăшăрханса пĕлтерет Чăваш Ен сывлăх сыхлав министерствин республикăри ача-пăча клиникин тĕп врачĕ Анатолий Павлов хирург.
Юлашки инкексенчен пĕри Шупашкарта августăн 1-мĕшĕнче пулса иртнĕ, çуртăн пиллĕкмĕш хутĕнчи чÿречерен виçĕ çулхи ача ÿкнĕ. Çапла майпа çулталăк пуçланнăранпа чÿречерен ÿкнĕ 28 тĕслĕхе регистрациленĕ.
Оперативлă даннăйсем тăрăх, 2018 çулхи 6 уйăхра тĕрлĕ сăлтавсене пула 25 ача вилнĕ, çак шутра 1 çулталăк та тултарса ĕлкĕрейменнисем – 7 тĕслĕх.