17 августа 2018 г.
Пĕçерсе хатĕрленĕ чейпе ?заварка/ мĕн тума пулать; Пурнăçра кашниех пĕр хут та пулин усă курнă чей пакетне куç çине хурса пăхнă тăр - куç айĕнчи “хутаçа” пĕтерме е ывăннине сирме, хăшĕ-пĕри, тен, унпа кавир тасатнă пулĕ. Тата мĕн тума пулать-ха;
Чей юлашки йывăçран ту-нă япаласене çутă та чĕрĕ сĕм кĕртме пулăшать: хăма урайне, паркета, сĕтел-пу-кана. Тĕслĕхрен, пукана малтан ахаль чухнехи пекех çуса тасатаççĕ, унтан типессе кĕтмесĕрех чей юлашкин шĕвекĕпе йĕпетнĕ пусма татăкĕпе сăтăраççĕ. Шĕвеке хатĕрлеме питĕ çăмăл: усă курнă чей юлашкине пĕр кашăк чухлĕ илсе вĕретнĕ 1 литр шыва ярса 5 минут кĕтеççĕ. Унтан ăна 2 л шывпа хутăштараççĕ - пулчĕ те. Йывăçран тунă япалана тасатма симĕс чей мар, хурине илеççĕ.
Чей юлашкипе кантăка тасатма та аван. Заваркăна пурă порошокĕпе кăна хутăштармалла, кирлĕ пулсан кăшт шыв хушмалла, пăтă евĕрлĕ хутăш пултăр. Унпа кантăка сăтăрса типессе кĕтмелле, кайран çемçе пусма татăкĕпе, фланельпе, сăтăрса илмелле.
Çăм тата пурçăн япаласене илемлĕ сĕм кĕртме ĕлĕкрен чейпе усă курнă. Çакна тума вĕреме кĕнĕ 1 л шыва 1-2 кашăк чей яраççĕ, 2 чей кашăкĕ тăвар хушаççĕ. 3-5 минут вĕретнĕ хыççăн çулăма сÿнтереççĕ. Япалана хайхи шĕвекре 10-15 минут тытаççĕ. Кайран кăларса уксус хушнă сивĕ шывра чÿхеççĕ.
Таракансене пĕтерме те чейпе усă курма пулать. Тин вĕретнĕ 1 стакан шыва 1 кашăк чей ярса 5 минут тăрăлтарса лартаççĕ. Çакăн хыççăн унта пĕçернĕ çăмарта сарри, пĕрер чей кашăкĕ бор кислоти, сахăр тата çăнăх хушаççĕ. Хутăшран пĕчĕкçĕ çаврашкасем туса таракансем пухăнакан вырăна хурса тухмалла. Икĕ эрнерен нимĕнле таракан та юлмĕ.
Симĕс чей вара кĕвене хăратать. Шкапсене тутлă шăршăллă чей тултарнă пĕчĕкçĕ пакетсене кăна хурса тухмалла.
Татса килнĕ кăмпана çийĕн-чех тирпейлеме май пулмасан çăра сивĕ чей çине ярса хума сĕнеççĕ. 4 сехет таран вăл пахалăхне пач çухатмасăр тин татнă чухнехи пек упранĕ.
Сăмах май, пирĕн асаннесем сăрăхтарнă сивĕ чей шывне чустана хушса пылак булка, рулет таврашĕ пĕçернĕ.