10 августа 2018 г.

Палăртма кăмăллă, районăн экономики чылай кăтартупа çулран-çул çирĕпленсе пырать, çав шутра ял хуçалăх производстви те аталанать. Вăл район экономикин тĕп никĕсĕ пулса тăнă май, унăн ÿсĕмĕ ялти халăхăн пурнăç условийĕсене тÿрремĕнех витĕм кÿрет. Районти хуçалăхсенче выльăхсен йышĕпе продуктивлăхĕ, çавна май вĕсенчен продукци илесси те çуллен хушăнса пырать. Анчах тивĕçлĕ хăвăртлăхпа-и, кирлĕ пек ÿсĕмпе-и; - çак ыйтусем çине ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем харпăр хăй хурав пама тивĕç.
Районăн экономикăпа социаллă пурнăçĕ тикĕс те кал-кал аталанса пырасси производствăпа социаллă сферăна инвестици хывасси ÿссе пынинчен нумай килет. Çакă вара районта инвестици лару-тăрăвĕ епле пулнипе тÿрремĕ-нех çыхăннă. Бизнес-пĕр-лешÿпе муниципаллă влаç органĕсем пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр чĕлхе тупса тухăçлă килĕш- терсе ĕçлени инвестицисене пурнăçа кĕртес тĕлĕшĕнчи чăрмавсене сирсе пырса кал-кал ĕçлеме çул уçса парĕ.
Паянхи кун районта çак инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе тимлеççĕ. «Чутеевский» ял хуçалăх производство кооперативĕ 60 пуçлăх пăру вити тăвать. Кăçал хута каймалли объект ку, проект хакĕ - 2 миллион тенкĕ. Строительствăна чипер ăнăçлă вĕçлесен кунта çĕнĕ 2 ĕç вырăнĕ йĕркелеме пăхнă.
Тепĕр инвестици проекчĕн учредителĕ - «Кубнинский» агрофирма» ООО, Киччĕ ялĕнче 200 пуç выльăх самăртмалли витене реконструкци туса çĕнетеççĕ тата модернизацилеççĕ. Ĕçсене В.Рыбкин прораб йĕркелесе пырать, вĕсене кăçал вĕçлемелле, проект хакĕ - 4 миллион тенкĕ. Тăватă ĕç вырăнĕлĕх пулĕ çĕнетсе хатĕрленĕ вите. Ял çыннисемшĕн начар мар ĕнтĕ. Кĕтне тăрăхĕ выльăх апатĕнчен татăк мар, выльăхсем валли кунта условисем лайăх пулма кирлĕ, апла-тăк продукци туса илесси те палăртнă пек пулса пырасса шанма пулать. Выльăх апачлĕх утă хатĕрленĕ кăçал, халĕ сенаж хываççĕ. Пĕлтĕр-хи апат та пур.
«Красная Чувашия» ял хуçалăх производство кооперативĕнче 250 пуçлăх ĕне витине реконструкци туса çĕнетме тата модернизацилеме инвестици хываççĕ. Проектпа пăхнă 28,5 миллион тенкĕлĕх ĕçсене кăçал вĕçлеме пăхнă. Проектпа 7 ĕç вырăнĕ туса хума палăртнă.
«АККОНДСĔТ» ООО хăвачĕпе талăкра 30 тонна таран сĕт ĕçлесе тирпейлемелли сĕт заводне туса пĕтерсе тата модернизацилесе ĕçе кĕртесшĕн кăçал. Администраципе производство корпусĕнче производство линийĕ туянса вырнаçтарасшăн. Çурт тавра тирпей-илем кĕртесшĕн çывăх вăхăтра. Пилĕк çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлĕ унта ĕçлеме кăмăл тăвакансемшĕн. Проектăн хакĕ - 60 миллион тенкĕлĕх.
Качакасем ĕрчетме фермăна реконструкцилесе çĕнетессипе Тушкилти А.Н.Павлов тăрăшать. 0,8 миллион тенкĕлĕх икĕ çуллăх проектпа пăхнă ĕçсене кăçал туса çитермелле. Ферма пĕлтĕрех паха продукци пама тытăннă, унăн калăпăшĕ ÿссех пырать.
«Кормоцех строительстви» проектăн учредителĕ - Тушкилти С.Р.Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕ. Кăçал хута каймалли проект хакĕ - 14 миллион тенкĕ. Проектпа 4 ĕç вырăнĕ туса хума пăхнă. Çемье выльăх-чĕрлĕх фермине аталантарма кăçал 10 миллион тенкĕлĕх грант илме тивĕçнĕ. Палăртма кăмăллă, С.Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕ сĕтпе аш-какай туса илессине çулран-çул тĕллевлĕн ÿстерсе пырать, продукцие хуласенчи молокоматсенче сутассине тата вырăнта тирпейлесе хатĕрлессине йĕркеленĕ, кунта малта пыракан технологи хисепре. Мăйракаллă шултра выльăхсене 845 пуçа, ÿсĕм пĕлтĕрхинчен 116 процент, сăвакан ĕнесен хисепне 450 пуçа, 114 процента çитернĕ. Выльăхсем валли утă, сенаж тата фуражлăх тырă туса илесси тимлĕхре, нумай çул ÿсекен курăксене икĕ хут çулса пухнă. Халĕ кайăвĕ те ÿсет. Уйра çавăн пекех силослăх культура - кукуруза 180 гектар çинче çитĕнет. Çаксем пурте ĕç тухăçлăхĕпе тупăшлăхне, инвестици хывăмĕн эффективлăхне ÿстерме май параççĕ.