АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ял ĕçченĕпе» туслăха çирĕплетеççĕ

10 августа 2018 г.

«Ял ĕçченĕпе» туслăха çирĕплетеççĕ

Хаçат-журнал çырăнмалли кампани вĕçленнĕ хыççăн пĕр уйăх иртрĕ пулин те, çынсем «Ял ĕçченне» вуламасăр пурăнасшăн мар. Вырăнти пичет кăларăмĕсĕр кунсем кичеммĕн иртнине ăнланнисем ăна авăн уйăхĕнчен илсе тăма çырăнчĕç.
Ку енĕпе ĕçсем мĕнле лару-тăрура пулнипе интересленсе эпир Элпуçĕнчи çыхăну уйрăмĕнчисемпе калаçрăмăр.
Асăннă коллективри ĕçсене нумаях пулмасть Елизавета Ивановна Яковлева йĕркелесе пыма пуçланă.
- Çăмăл мар кунта ĕçлеме, анчах интереслĕ. Кунĕпе чылай çынпа курса калаçма пулать, - тет çыхăну уйрăмĕн начальникĕ.
Тăватă ял кĕрет Элпуç ял тăрăхне. Нÿшкассисене Надежда Петровна Якимова тивĕçтерет, çĕнçырмасене – Алина Анатольевна Павлова. Элпуçĕнче вара Алена Владимировна Петрова почтальонка хаçат-журнал валеçет. Ураскассинче пурăнакансем Полина Валериевна Яковлева ĕçĕпе кăмăллă.
- Малтан пирĕн ялта 22 килйыш «Ял ĕçченĕллĕ» пулнăччĕ, август уйăхĕнчен тепĕр 8 çемье çырăнчĕ. Питĕ тăрăшатпăр ку енĕпе, район хаçатне кашни килех çитерессишĕн тимлетпĕр. Почта уйрăмĕнче ĕçлеме пуçланăранпа çичĕ çул çитет кĕçех, - тет тулли сумка йăтнă хĕрарăм.
Унăн мăшăрĕ, Юрий Алексеевич, «Акконд-агро фирма» обществăра ырă тĕслĕх кăтартать, ăста механизатор. Яковлевсен хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ, Александр ял хуçалăх академийĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, салтака кайса килнĕ. Алла Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче пĕлÿ пухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика