АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мучар çулне çĕнетеççĕ

10 августа 2018 г.

Мучар çулне çĕнетеççĕ

Хаçатра çырнăччĕ-ха Мучар çулне те кăçалтан тытăнса тĕпрен юсаса çĕнетме пăхни çинчен. Асăннă çул çинчи путăк-шăтăксем, ванчăксем транспорт хатĕрĕсемпе çÿрессине йывăрлататчĕç. Транспортпа кăна-и, тикĕс мар çĕрте çурран та çăмăл мар.
Халĕ асăннă çул çинчи çитменлĕхе пĕтерме тытăннă - унта çула тĕпрен тÿрлетсе юсакансем килсе çитнĕ, ĕçе пуçăннă. Çула проектпа Тăвай-Чутей трассин пăрăнчăкĕнчен пуçласа, Мучар ялĕ çумĕпе иртсе Вăта çинчи кĕпер таран юсама палăртнă малтанлăха. Ăна çакна валли нухрат мĕн чухлĕ уйăрса панă тăрăх кăçалах та туса пĕтерме пултараççĕ, срокĕ вара - виçĕ çул таран. Чи пахи - ĕçе пуçăннă ĕнтĕ, ытти - малалла. Çула юсаса çĕнетме кунта автогрейдер та, кивĕ асфальта ватса-тĕпретекенни те, каток та, автомашинăсем те - тĕрлĕ техника килсе çитнĕ. Паллах, вĕсемпе ĕçлекенсем те. Кивĕ асфальта тĕпретсе, вак чулпа хутăштарса, битумпа хытарнă та малтанхи çĕр-çĕр метра. “Унтан асфальт сарĕç” - терĕ райадминистраци специалисчĕ М.Степанов. Ĕçлесен - ÿсĕнет. Кĕрĕк арки йăваласа вăхăта усăсăр ирттерме килмен ĕнтĕ кунта «Стройтранс СК» ООО строителĕсем. Вĕсен, ахăртнех, пĕр объектра кăна мар кунашкал ĕç. Çулсене çĕнетме уйăрса панă укçа-тенкĕне пур участокра та вăхăтра тата туллин ĕçе кĕртме тăрăшĕç, паллах. Çавăнпа кăçалах килсе çитнĕ те Мучар ене. Пахалăх пирки те манмĕç. Унсăрăн тепрехинче кам алă парĕ; Пурте çатма пек тикĕс çул савăнăç кÿрессе кĕтеççĕ ăна юсаса çĕнетнĕ хыççăн. Çапла пулмалла та. Унсăрăн епле;!
-Пирĕншĕн те праçник çитрĕ,- терĕ, пулас тикĕс çулшăн хĕпĕртесе, ял-ял тăрăх халăхран сĕт пухакан Мучар çынни.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика