10 августа 2018 г.
Геннадий Васильевич Воробьев - пирĕн ентеш, чăвашсен профессиллĕ музыка, хор искусствине никĕслекенĕ. Г.В.Воробьев çуралнăранпа кăçал 100 çул ситет. Вăл 1930-мĕш çулсенче палăрнă пултаруллă çамрăк композиторсенчен пĕри. Унăн кун-çулĕ кĕске пулнă - 21 çул çеç пурăннă, çапах та вăл чăваш музыка историне ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлнă.
Геннадий Воробьев 1918 çулхи августăн 13-мĕшĕнче Василий Петрович Воробьев композитор çемйинче çуралнă. 5 çул тултарсан вăл музыка шкулĕнче фортепианăпа ирĕккĕн вылянă. Ача çăмăллăнах вĕренме пултарнине кура ывăлне 6 çултах пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула яраççĕ. Геннадий музыка шкулĕнче пулас композиторпа Виктор Ходяшевпа пĕрле вереннĕ. Иккĕшĕ те пултарулăхпа палăрса тăнă. Гена – лайăх пианист, Виктор – сĕрме купасçă. Г.Воробьев фортепианăпа выляса академи концерчĕсене хутшăннă. Вăл класра музыка диктанчĕсене пуринчен малтан çырнă. Листа тăрăх сольфеджиопа кирек мĕнле задание юрласа пама, кирек мĕнле аккорда уйăрса илме пултарнă.
1930 çулта çамрăк музыка техникумне вĕренме куçнă. Ун хыççăн Мускаври консерваторире композици енĕпе пĕлÿ илнĕ. Консерваторире Г.Воробьев хайĕн пултарулăхне тĕрлĕ жанрсенче тĕрĕслет. Вăл романссемпе опера çинчен шухăшлать, фортепианăпа вылямалли пьесăсем, прелюдисем ăсталать. 1939 çулта хăйĕн специальноçĕпе чи пысăк паллă илсе 5-мĕш курса куçнă. Каникул вăхăтĕнче тăван ялĕнче пулнă чух вар тифĕпе йывăр чирлесе ÿкнĕ те августăн 28-мĕшĕнче вилсе кайнă. Ăна Шупашкарта Б.Хмельницкий урамĕнчи масарта пытарнă. Геннадийпе ашшĕне - Василий Петрович Воробьевсене халăх хушшинче асра тытса Шупашкар хулипе Элпуç ялĕнче урамсене вĕсен ячĕсене панă.
Г.Воробьев сакăр çултах фортепиано валли «Чăваш кĕвви» çырать, вăл ку таранчченех упранать. Музыка техникумĕнче вĕреннĕ чух 10 чăваш юррине сасăпа юрлама тата фортепианăпа выляма йеркеленĕ. Çамрăк композиторăн тăватă пайлă симфонийĕ – чи пысăк произведени, анчах та симфоние çырса пĕтерме тÿр килмен. Г. Воробьев ĕçне пĕрле вĕреннĕ юлташĕ Н.И.Пейко вĕçлет.
Тавай район библиотекинче паллă ентеш пултарулăхĕпе паллашас текенсем валли кĕнекепе нотăсен куравĕ йĕркеленĕ.