10 августа 2018 г.
Халĕ кашни ялта тенĕ пекех пысăках мар лавккасем е суту-илÿ киоскĕсем уçаççĕ. Павăл та хăйĕн лавккине хута ячĕ. Пĕр сутуçă тупса лартрĕ.
-Эрнере пĕр кун канăн. Вырсарникун хам ĕçлетĕп, - асăрхаттарчĕ вăл Маринăна. Çапла чĕнеççĕ хитре пÿ-силлĕ, сап-сарă çÿçлĕ те илемлĕ чиперккене.
-Сана шăнман пăр çине лартса хăвармĕ-ши вăл; - канăçсăрланчĕ амăшĕ хĕрĕшĕн.
-Анне, эпĕ ахальтен бухгалтера вĕренсе тухман вĕт-ха, тĕшмĕртетĕп ăна-кăна. Çитменнине, лавкки те пĕчĕкскер, пурте куç умĕнче.
Пĕр-икĕ эрнерен Марина хăйне чылай ирĕклĕ тытма пуçларĕ. Куçне-пуçне вылятать çамрăк та яшăм каччă умĕнче. Ăнсăртран тенĕ пек сĕртĕнсе те илет...
Асăрхаман пек пулать çакна лавкка хуçи. Анчах хĕр-сутуçă лăпланаканни мар. Илĕртÿ-лĕхĕн вăйне лайăх чухлать вăл.
Пĕррехинче вăл каччăна ачашшăн сĕртĕнчĕ те куçран ăшшăн тинкерчĕ:
-Павел Иванович, ытти лавккасем “фанфурик” сутса тупăш кураççĕ. Эпир мĕншĕн ун пек тумастпăр;
Кăмăлçах каччă çакна илтсен вĕриленсех кайрĕ, пичĕ хĕремесленнине туйрĕ. Çем-çе кăмăлĕ те хăмла йÿççи пек хăпарма тытăнчĕ. Çапах та хăйне алла илчĕ вăл, лăпкăн кăна çапла асăрхаттарчĕ:
-Малтанах каламанччĕ-им-ха эпĕ сана ун пирки;! Енчен те асăрхатăп ун пеккине, пăрăхма тивет санăн лавккаран! Мана çын куççулĕ, сывлăхĕ çинче тунă тупăш кирлĕ мар!
Унтан хĕре куçĕпе пăраларĕ те, хытах хушса хучĕ:
-Сăмсу çине картсах хур çакна.
Çак калаçу патне текех таврăнмалла пулмарĕ. Çиллисене шăнарса тăнăçлă, ним пулман пек тытрĕç хăйсене сутуçăпа хуçа.
Ăша илчĕ пулĕ чиперкке хуçана хывăхпа улталаяс çуккине...
Çулталăк иртрĕ. Ĕнтĕ çав калаçу манăçа та тухма пуç-ланăччĕ.
Анчах хитрешке чееленме шутларĕ. Канмалли кунсенче хулана çитсе тăтăшах “фанфурик” туянса килчĕ. Йÿнĕпе туянать те икĕ хут хаклăрах ярăнтарать. Хăйĕн “контингент” пур унăн. Вăл вĕсене шаккаса хучĕ: “Лавкка таврашĕнче пĕр кĕленче таврашĕ те ан курăнтăр...”
Çапах та çиеле тухман ултав çук теççĕ. Кăнтăр кунĕн-че асăннă шĕвеке илме килме хушман пулин те, “киккирикĕ” хĕрнĕ ĕçкĕçĕсемшĕн пĕрех мар-и хăçан туянасси...
Лавкка хуçи те пушă вăхăт пуррипе усă курса хальхинче унта çитсе килме шутларĕ. Тем хистерĕ ăна кăнтăр кунĕн- че унта çитсе çаврăнма.
Акă вăл хăйĕн лавкки умне машинăпа пырса чарăнчĕ. Çав вăхăтра лавкка алăкĕ яриех уçăлчĕ те унтан виçĕ çамрăк кăпăр-капăр тухса тăчĕ. Кашнийĕн аллинче икĕ-виçĕ “фанфурик” кĕленчи. Лавкка хуçине курсан хайхисем çамрăк пăлансем пек тапса сикрĕç. Павăл лавккана вирхĕнсе кĕчĕ. Анчах вăл çăвар уçма ĕлкĕриччен малтан сутуçă çухăрса ячĕ:
-Эпĕ сутман вĕсене! Вĕсем кунта кĕленчесемпех килнĕ! Закуска илчĕç!
Çавах та ултава кĕпе аркипе хуплаймăн. Сентре айĕнчи сумкăна ура лекнипе “фанфурик” кĕленчисем сасă пачĕç.
-Сирĕн ман сумкăна тĕрĕс-леме нимĕнле ирĕк те çук! - кашкăрса ячĕ Марина.
-Эсир çынла калаçнине ăнланмастăр иккен. Паянтан кунта ĕçлеместĕр. Хăвăра валли хăвăр “приговор” çыртăр.
-Тăмсайпа ĕçлеме те шутламастăп, - хăех çиеле тухасшăн чанкăлтатрĕ чиперкке сутуçă, унтан алăка хыттăн шаплаттарса, куçран çухалчĕ.