АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен Пуçлăхĕ район ертÿлĕхĕпе тĕл пулнă

03 августа 2018 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ район ертÿлĕхĕпе тĕл пулнă

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район пуçлăхĕпе Александр Шакинпа тата район администрацийĕн ертÿçипе Владимир Ванеркепе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Регион ертÿçи муниципалитетăн хăш-пĕр çитĕнĕвĕсем пирки чарăнса тăнă. Калăпăр, районта ĕçлекенсен ĕç укçин шайĕ хăпарнă, производство тата таварсен калăпăшĕ ÿс-нĕ, инвестиции проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ. Апла пулсан, 2018 çулта пĕрремĕш çур çулти кăтартусем пысăк пулни паллă.
Михаил Игнатьев малашне те хастарлăхпа палăрма чĕнсе каланă. Район бюджечĕн тупăш пайне ÿстерсе пыма муниципалитет çинче шутланса тăракан пурлăхсемпе пĕлсе тата тĕрĕс усă курни ырă витĕм кÿрет. Тухăçлă ĕçлесен хыснана тултарма йывăрах пулмĕ, тенĕ ертÿçĕ.
Тăвай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке кăçал çур çулта бюджета муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ пурĕ 25,5 млн. тенкĕ пуçтарăннине пĕлтернĕ. Кăтарту, 2017 çулхипе танлаштарсан самай ÿсĕмлĕ, тенĕ вăл сăмаха тăсса. Пурлăха сутнинчен тата аренда шучĕпе предприятисене панинчен тупăш бюджета 3,9 млн. тенкĕ пуçтарăннă. Асăннă кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 19,9 процент нумайрах.
Уçă калаçу вăхăтĕнче патшалăх программисем пирки те сăмах пынă. Халăхăн пуçаруллă проекчĕсемпе те çине тăрсах ĕçлемеллине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика