03 августа 2018 г.

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăвай районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă, муниципалитетăн 2018 çулхи çур çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен анлă канашлăва хутшăннă, вырăнти активпа пĕрле малашлăхри тĕллевсене сÿтсе явнă.
Кун йĕркинчи актуаллă ыйтусене тишкерме çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Раççей Пенси фончĕн Канаш хулинчи управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дамир Сабиров хутшăннă.
Регион ертÿçи хăйĕн сăмахĕнче муниципалитет çитĕнÿсемпе палăртăр тесен, район ертÿлĕхĕн вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене яланах вăхăтра тата комплекслă татса пама тăрăшмаллине каланă. Çитес çулсем валли те уйрăм ыйтусемпе кал-калрах ĕçлеме хушнă. Раççей Президенчĕ çĕршыва аталантармалли стратегиллĕ тĕллевсем пирки Указра кăтартнă. Вĕсем 2024 çулччен пурнăçа кĕрĕç. РФ Правительстви нацин приоритечĕсем çинчен документ хатĕрлеме пуçланă. Унта регионсене 12 çул-йĕрпе аталанса пымалли пирки тĕплĕн палăртса хăварасси планра пуррине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.
Чăваш Республикин хыснинчен муниципалитетсенче тĕрлĕ программăсене пурнăçа кĕртсе пыма вăхăтра укçа-тенкĕ куçарнине каланă регион Ертÿçи. 2018 çул валли Тăвай районне муниципаллă программăсене ĕçлеттерме пурĕ 285 млн. тенкĕ куçарасси паллă. Пĕтĕмпе вара района 248,7 млн. тивĕçтерме пăхса хăварнă пулнă. Кунсăр пуçне инвестици программисемпе ĕçлеме хушма тĕрев те сахал мар тăкакланать. Халăхăн пуçаруллă проекчĕсене пурнăçа кĕртме вырăнти бюджетран, республика хыснинчен те кирлĕ пек виçепе укçа куçараççĕ.
Пуçаруллă проектсем валли регионти муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсене пурĕ 137 млн. тенкĕ уйăрса парĕç.
Хальхи вăхăтра Тăвай районĕнче 2 проект пурнăçланнă. Масар картине тытса çаврăннă, ачасене валли хоккейла выляма площадка хатĕрлесе панă. Планпа килĕшÿллĕн район кăçал 6 проекта пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă. Вĕсене валли республика бюджетĕнчен 10 млн. тенкĕ уйăрма палăртнă. Ял территорийĕсене вăй илтерсе хăтлăлатассипе те ятарлă 12 проект пурнăçланса пырĕ, строительство ĕçĕсем валли республика бюджетĕнчен субсиди мелĕпе 10 млн. тенкĕ куçараççĕ.
Канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтăва Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке çутатса панĕ муниципалитетри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă.
Районăн пĕрлештернĕ бюджетне çур çулта 132,4 млн. пуçтарăннине хыпарланă вăл. 2017 çулхинчен çак кăтарту 16,2 млн. тенкĕ пысăкрах.
Муниципалитет пĕрлешĕвĕн харпăр хăй тупăшĕ ÿснĕ, 12,5 процент хăпарнă. Ĕçлемеллисем тата та пур-ха, «сăрă» схемăпа ĕçлекенсене чармалла, налуксене туллин пуçтармалла, пурлăхпа пĕлсе, тухăçлă усă курмалла тесе асăнса хăварнă хăйĕн сăмахĕнче район админситрацийĕн пуçлăхĕ. Бюджетран куçакан пулăшупа перекетлĕ усă курас ыйту та çивĕч тăрать.
Район экономикин тĕп никĕсĕ ял хуçалăхĕ шутланать. Кăçал ял хуçалăх таварне 270 млн. тенкĕлĕх тирпейлесе кăларнă, кăтарту пĕлтĕрхинчен 3,8 процент пысăкрах.
Патшалăх пулăшăвне сахал мар илнĕ çĕр ĕçченĕсем, кăтарту 33 млн. тенкĕпе танлашать. Пурĕ аграри пайĕнче ĕçлекен 28 предприяти пысăк тĕреве тивĕçнĕ. Паянхи пурнăç таппинче хуçалăхсем çăмăллăх кредичĕсемпе усă курни те куçкĕретех. 7 организаци 16,9 млн. кивçен каялла парса татмалли укçа илсе хăватланнă.
Ял хуçалăхĕнчи тĕп ыйтусенчен пĕри - усă курмасăр выртакан çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртесси. Кăтарту пĕчĕк мар. 1046 га çĕр лаптăкне ĕçлеттерсе ямалла.
Районта 6 инвестици проекчĕ пурнăçа кĕрет, вĕсене валли 109 млн. тĕнке тăкакланать. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, халăх валли çĕнĕ 24 ĕç вырăнĕ хушăнĕ.
Вак тата вăтам предпримательлĕхе аталантарас ыйту кун йĕркинчех тăрать. Ялсенче инфратытăма çĕнетни кулленхи пурнăçра анлăн курăнать. Сывлăх сыхлавне аталанатарас, культурăпа вĕренÿ пайне вăй илтерес, спорта анлăрах сарас ыйтусем тавра та канашлура тĕплĕн калаçнă.
Раççейри Пенси фончĕн Канаш хулинчи уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дамир Сабиров пенси енĕпе палăртакан çĕнĕлĕхсем пирки каласа кăтартнă, халăха ырă улшăнусем кĕтессине палăртнă.
Пытармалли çук, паянхи пурнăçра ĕçлекенсен шучĕ пенси çулне çитнисенчен темиçе хут та сахалтарах пулни паллă. Пирĕн тĕллев вара аслă çултисем валли кирлĕ пек условисем хатĕрлесе парасси. Пенси çулне тухмалли тапхăра тăсас пулсан, ыйту кирлĕ пек шайра пурнăçланса пырасси никама та иккĕлентермĕ. Тепĕр тесен, ĕç çынна илем кÿрет,- тесе шухăша палăртнă ертÿçĕ. Çĕршыв аталанăвĕшĕн пирĕн пурсăмăрăн та ырми-канми тăрăшмалла, пĕтĕмлетнĕ вăл сăмахне.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин хăйĕн сăмахĕнче халăхăн пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă социаллă проектсем пирки чарăнса тăнă.
Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район халăхне тĕллевлĕн пахалăхлă ĕçлесе пысăк çитĕнÿсемпе палăрнăшăн тав сăмахĕсем каланă. Пĕр-пĕринпе килĕшсе, ăнланса ĕçлесен çитĕнÿ яланах пулĕ, тенĕ вăл.