03 августа 2018 г.

Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ апат хатĕрлесси-ял ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри халь. Унăн калăпăшĕпе пахалăхĕнчен нумай килет выльăх-чĕрлĕх отраслĕ аталанасси.
Районта паянхи кун тĕлне 7950 тонна утă, 15489 тонна сенаж хатĕрленĕ. Ку 85460 центнер апат единиципе танлашать, пĕр условнăй выльăх пуçне-22,2 центнер апат единици.
Пĕтĕмпе районĕпе 10881 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕлемелле. Паянхи куна ял хуçалăх кооперативĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсем 450 гектар кĕрхи тулă, 200 гектар кĕрхи ыраш, 60 гектар тритикале çапса илнĕ. Пурĕ 1690 тонна тырă пÿлмесене кĕнĕ. Тухăç пĕр гектар пуçне 23,8 центнерпа танлашать.
Вырмана чи малтан А.Моряков хресчен фермер хуçалăхĕ тухрĕ, унта халĕ те уй-хир ĕçĕсене кал-кал пурнăçлаççĕ