АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашсен паллă деятелĕ

03 августа 2018 г.

Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин патшалăх тата общество деятелĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ, Аслă вăрçă ветеранĕ Илья Павлович Прокопьев пурăннă çурт çине вырнаçтарнă Асăну хăмине уçнă. Чăваш Ен аталанăвне пысăк тÿпе хывнă Илья Прокопьевăн çутă сăнарне халăх асĕнче хăварас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нарăс уйăхĕнче указ кăларнăччĕ, унпа килĕшÿллĕн тĕп хулари Ленинград урамĕнчи 26-мĕш çурт çине Асăну хăми вырнаçтарма йышăннă пулнă.
Илья Павлович Прокопьев - Чăваш Республикин патшалăхпа политикăн тата обществăн паллă деятелĕ, Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ. 1946 çултанпа КПСС членĕ, 1976-1989 çулсенче - КПСС Тĕп Комитечĕн членĕ, 1974-1988 çулсенче - партин Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ. Вăл СССР Верховнăй Совечĕн 9-11 созывĕсен депутачĕ. Чăваш Республикин Верховнăй Совечĕн депутачĕ. Экономика наукисен кандидачĕ.
И.П.Прокопьев 1926 çулхи июлĕн 29-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Мачамăш ялĕнче çуралнă. 1950 çулта Хабаровскри патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. 1963 çулхи январьтен пуçласа 1974 çулхи январь уйăхĕччен вăл КПСС Чăваш обкомĕн идеологи енĕпе ĕçлекен секретарĕ пулнă, унтан 1988 çулхи октябрь уйăхĕччен парти обкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче чунне панă. И.П.Прокопьев ĕçленĕ тапхăрта тата вăл тÿрремĕнех тÿпе хывнипе Шупашкарта трактор завочĕ çĕкленнĕ, Т-330 тракторсене сериллĕ кăларма тытăннă тата Шупашкар ГЭСне тунă.
Чăваш парти обкомĕ пу-çарнипе СССР правительстви умне Шупашкар хулин хуçалăхне малалла аталантарас пирки ыйту лартнă. Çакăнпа килĕшсе 1980 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче СССР Министрсен Совечĕ Чăваш Енĕн тĕп хулинче строительство объекчĕсем тăвассине, вĕсене ĕçе кĕртессине тата аслăлатса пырассине палăртса постановлени йышăннă. Асăннă постановление пурнăçа кĕртни республика тĕп хулин сăн-сăпатне палăрмаллах çĕнетнĕ, пĕтĕм инфраструктурăпа пĕрле пурăнмалли çĕнĕ микрорайонсем - Çурçĕр-Хĕвеланăç, Çĕнĕ Кăнтăр тата Кăнтăр-Хĕвеланăç районĕсем йĕркеленнĕ. Хулана малашнехи икĕ ву-нă çуллăхра ĕçмелли шывпа тивĕçтерес проблемăна татса панă.
Шупашкарăн промышленность тракторĕсен завочĕ-пе тата ГЭСĕпе пĕрлех орденлă хими, пир-авăр, çурт-йĕр комбиначĕсем, орденлă электроаппаратура, Чапаев ячĕллĕ, приборсем тăвакан, агрегат, машинăсем тăвакан заводсем, ВНИИР, ЧТУС тата Чăвашэнерго подразделенийĕсем хула тăвакан предприятисем пулса тăнă. Асăннă предприятисен коллективĕсем реконструкци тунипе тата техникăна çĕнетсе пынипе производство калăпăшĕсене пилĕкçуллăхран пилĕкçуллăха ÿстерсе пынă. Пĕр вăхăтрах пурăнмалли çурт-йĕр, шкул çурчĕсем, ача сачĕсем, спорт сооруженийĕ-сем, медицина учрежденийĕ-сем тунă. Хулара вĕрентĕвĕн, сывлăх сыхлавĕн, культурăн тата физкультурăн çĕнĕрен çĕнĕ объекчĕсем ĕçе кĕнĕ.
Хулара ĕçлекенсем Х пилĕк- çуллăх планĕсене ăнăçлă пурнăçланă ятпа Шупашкар хулине Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Чăваш Республикин тĕп хули юлашки пилĕкçуллăхсен çулĕсенче Атăл тăрăхĕнчи чи пысăк индустри, ăслăлăхпа культура центрĕ пулса тăнă.
И.П.Прокопьевăн тăван çĕр- шыв, чăваш халăхĕ умĕнчи пысăк çитĕнĕвĕсене правительствăн нумай пысăк наградипе палăртнă: вăл “Хисеп палли” ?1966 ç./, “Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав” ?1971, 1973, 1981 ç.ç./, Ленин ?1976, 1986 ç.ç./, “I степеньлĕ Отечествăлла вăрçă” ?1986 ç./ орденсене, “Хăюлăхшăн” ?1945 ç./, “Японие çĕнтернĕшĕн” ?1946 ç./, “Ылтăн медаль” ?1974, 1978 ç.ç./ тата ытти медальсене тивĕçнĕ. Ăна ЧР Патшалăх Канашĕн ?1999 ç./ тата Чăваш Республикин Хисеп ?2006 ç./ грамотисене панă.
Илья Павлович 1987 çултан пуçласа республикăри ветерансен организацийĕн ĕçне хастар хутшăннă тата вăл асăннă организаци Пре-зидиумĕн членĕ пулнă.
Илья Павлович Прокопьев Шупашкар хулинче 2017 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă.
Чăваш халăхĕ ăна ĕмĕр асра тытĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика