АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Туслăх чупăвĕ”

27 июля 2018 г.

“Туслăх чупăвĕ”

“Туслăх чупăвĕ” эстафетăна утă уйăхĕнче йĕркелеççĕ çĕршывра. Унта çунакан факелпа чупаççĕ. Ку эстафетăна 30 çул йĕркелеççĕ. Унăн тĕллевĕ - çĕршывсемпе халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетесси. Кăмăл тăвакансем унта пурте хутшăнма пултараççĕ. Тĕнчери туслăх чупăвĕ сывă пурнăç йĕркине пропагандăлать, массăллă спорта аталантарма пулăшать.
Пирĕн районта та пулнă эстафета чупакансем. Вĕсене Канаш район чиккинче çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă хăнасене, факела йăтса та чупнă. Кайран Вăрмар ене ăсатнă сывă пурнăçшăн тăрăшакансене.
Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче “Туслăх чупăвĕ” эстафетăн делегацийĕ Шупашкара çитнĕ. Паян ирхине 8 сехет те 30 минутра Чăваш Ен тĕп хулинчи “Çĕнтерÿ” Асăну комплексĕн- че митинг иртнĕ. Шупашкартан эстафета Етĕрне еннелле çул тытать.
Вăтăр çул хушшинче факелпа 155 çĕршывра пулнă, пурĕ 600000 километр чупнă, çав шутра пирĕн çĕршывра - 220000 километр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика