27 июля 2018 г.
Правительство çуртĕнче Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Енĕн стратегиллĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта наци проекчĕн программисемпе Раççей Президенчĕ кăçал çу уйăхĕнче алă пуснă указа пурнăçа кĕртесси пирки тишкернĕ.
Экологи, паха çулсем, халăха ĕçпе тивĕçтересси, культура, хваттер ыйтăвĕсем кун йĕркинчех. Таварсене экспорта куçарассипе те куллен ĕçлеме плана кĕртнĕ. РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçлама виçĕ çул хушшинче 8 трлн. укçа-тенкĕ тăкаклама пăхса хăварнă.
“Ĕç хăвăртлăхне ÿстермелле, таварсен калăпăшне çултан çул пысăклатса пымалла. Халăхăн ĕç укçине ÿстермелле, тупăш пысăк пулмалла, чухăн пурăнакансен йышне 2 хут пĕчĕклетмелле”, - тесе чĕнсе каланă Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Докладра социаллă сферăна аталантарма 3 трлн. та 600 млрд тенкĕ тăкакласси паллă пирки пĕлтернĕ. 2030 çул тĕлне халăхăн пурăнас ĕмĕрĕ 80 çултан та иртмелле.
2007 çултан пуçласа Чăваш Енре амăшĕн капиталне 84 пин çемье тивĕçнĕ. Регионтан амăшĕн капиталне хушса тÿлеме 2018 çулта пурĕ 147 млн. тенкĕ уйăрнă.
Раççейре 1200 ФАП тĕпрен çĕнетме плана кĕртнĕ. Регионта кашни 3-мĕш ФАП çĕнелсе улшăнĕ.
Пирĕн республикăра пĕтĕмпе 46,8 пин ытла вак тата вăтам предпринимательлĕх коллективне шута илнĕ. Вĕсенче пурĕ 138,4 пин çын тăрăшать. Пĕлтĕр вĕсем пурĕ 303,2 млрд. тенкĕлĕх тавар тирпейлесе кăларнă.
“Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн регионта федераци пĕлтерĕш- лĕ 8 проект пурнăçа кĕртме хатĕрленĕ. Бизнесра ĕçлекенсен йышне 2024 çул тĕлне 142,6 пин çынна çитермелле”, - тенĕ вице-премьер Владимир Аврелькин.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин çул-йĕр строительствин калăпăшне ÿстерме, кăтартăва çулталăкне 120 млн. тăваткал метр чухлĕ çитерме сĕнет. Чăваш Ен ыйтăва пурнăçлама плана кĕртнĕ.
2022 çул тĕлне çуртсем таврашĕнчи 1157 объекта çĕнетме тĕллев лартнă. Вĕсем валли 14228 млн. тенкĕ пăхса хăварасшăн.