АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх улшăнусем шанчăклă пуласса шанатпăр

27 июля 2018 г.

Пенсие тухмалли ÿсĕме пысăклатассипе çыхăннă саккун проекчĕ çинчен РФ Правительстви пĕлтернĕ- ренпе уйăх çурă çитрĕ. Унтанпа ку ыйтăва пур çĕрте те сÿтсе яваççĕ, çав шутрах ĕç коллективĕсемпе пĕр-пĕрин хушшинче те.
Паллă ĕнтĕ, саккуна улшăнусем кĕртессине ытахальтен шухăшласа кăларман. Çĕршывра демографи лару-тăрăвĕ кирлĕ пек йĕркеленсех çитейменнине, халăх ватăлса пынине, ĕçлекенсен йышĕ чакса пынине, çынсен пурнăç тăршшĕ вăрăмланнине тĕпе хунă. Апла пулин те, пенси тĕлĕшĕнчи улшăнусене хальлĕхе йышăнман-ха, дискусси малалла пырать. Улшăнусене пур енлĕн сÿтсе явнă тата пурин шухăш-кăмăлне те шута илнĕ хыççăн кăна йышăнĕç. Мĕншĕн тесен пенси ÿсĕмне ÿстерес ыйту, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн шухăшĕпе те, питĕ сисĕмлĕ. Вăл кун йĕркине паян çеç те тухса тăман, ăна тĕрлĕ шайра тата тĕрлĕ хĕрÿлĕхпе чылай çул ĕнтĕ сÿтсе яваççĕ, ку тĕлĕшпе чылай вариант патне пырса тухни паллă. Анчах пенсие тухмалли ÿсĕме ÿстерни кама кăмăла кайтăр; Çитменнине, пирĕн пурнăç условийĕсемпе экономика та тивĕçлĕ пысăк шайра теме çук-ха, çуллен вăй илсе пырсан та. Çавах та асăннă сферăра улшăнусем тума вăхăт çитни те хăй çинчен систерет. Пенсие тухмалли ÿсĕме хĕрарăмсенне 55, арçынсенне 60 çул туса хунăранпа нумай вăхăт иртнĕ, ăна 1956 çултах, утмăл çул ытла каяллах йышăннă. Унтанпа çынсен пурнăç условийĕсем лайăх еннелле улшăннă, вăтам ĕмĕр тăршшĕ те унчченхи мар - малалла вăрăмланнă. Ĕçлекенсемпе пенсионерсен шайлашăвĕ вара çултан-çул улшăнса, ĕçлекенсен хисепĕ чакса пырать пенсионерсен тĕлĕшпе. Кăна эпир хамăр та курса тăратпăр. Çакна курмăш пулса, нимĕн тумасăр ларсан, Президент калашле, тепĕр 10 çултан пенси тытăмĕ, ун хыççăн вара çĕршыври пĕтĕм социаллă хÿтлĕх тытăмĕ те, пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкет. Çакă вăл чухăнлăх ÿсесси патне илсе пырать. Пирĕн вара чухăн пурăнакансен хисепне чакарса пырас тĕллев тăрать çĕршывра. Малашлăх пирки шухăшлас пулсан, ку вăхăт тĕлне пулса тăнă лару-тăрăва шута илмесĕр тăма çук.
Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывра 146, 9 миллион çын пурăнать, çав шутра 46,5 миллион çын тивĕçлĕ канура, вĕсенчен 12,3 миллион пенсионер ĕçлет. 2017 çулта 1,45 миллион çын пенсие тухнă, çав шутран 0,73 миллион пенсионер ĕçрен уйрăлман.
Паянхи кун тĕлне пенси çулне ÿстересси çинчен калакан проекта РФ Патшалăх Думи пĕрремĕш вулавпа йышăннă. Пулма пултаракан улшăнусене малалла сÿтсе яваççĕ. Çапла сентябрь уйăхне те кĕрĕпĕр. Президент тата эпир те, çĕршывра пурăнакансем, тарăннăн тата конструктивлă сÿтсе явса тăвакан йышăнусем халăхшăн, пенсионерсемшĕн нумай-нумай çул валли усăллă, малашлă, шанчăклă пуласса шанса тăратпăр. Пенсие тухмалли ÿсĕме пысăклатассипе çыхăннă проекта район администрацийĕн залĕнче сÿтсе явнă чухне те унта сăмах илнисенчен ытларахăшĕ çак шухăша палăртрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика