АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр кăмăллăх марафонне пĕтĕмлетнĕ

27 июля 2018 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыр кăмăллăх марафонне пĕтĕмлетекен мероприятие хутшăннă.
Марафон кăçал нарăс уйăхĕн- че старт илнĕ. Республикăра пурăнакансем çур çул хушшинче марафон фондне 7 миллион та 701 пин те 452 тенкĕ пухнă. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов 100 пин тенкĕ хывса пуянлатнă ку суммăна. Уява ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов, сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов, ачасен ирĕкне хÿтĕлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина хутшăннă.
Чăваш Енри Ача-пăчасен фончĕн председателĕ Юрий Кислов укçа-тенке мĕнле тăкакланипе паллаштарнă.
Пĕлтĕрхи сăваплăх акцийĕнче 7657 пин тенкĕ пуçтарăннă. “Васкавлă социаллă пулăшу”, “Ăшă çурт”, “Ачасен церебраллă шалкăмĕ”, “Сусăр ачасене пулăшасси”, “Ача-пăча библиотеки” тата ытти ыр кăмăллăх программисене пурнăçлама хывнă пухăннă суммăна.
Кăçалхи марафон 21-мĕш пулнă. Йывăр шăпаллă ачасене пулăшма, вĕсене савăнăç парнелеме, чунĕсене ăшăтма, пултарулăха ÿстерме республикăри район-хулари çынсем, предприяти-организацисем хутшăннă, пухмача 1500 ытла взнос хывăннă.
Чăваш Республикин Пуç-лăхĕ, марафонăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ Михаил Игнатьев ырă ĕçе хастар хутшăннăшăн пурне те тав тунă.
-Раççей Президенчĕ Владимир Путин Ачалăх вунă çуллăхне палăртрĕ. Ачалăха хÿтĕлесси - пирĕн тĕп тĕллев. Çамрăксене аталанма тĕрлĕ условисем хатĕрлесе тăратасси те приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулса тăрать, - сăмахне малалла тăснă Михаил Игнатьев. Марафона пухăннă кашни тенкĕ тĕллевлĕ тăкакланасси пирки пĕлтернĕ вăл.
Федерацин травматологин, ортопедин тата эндопротезированин центрĕн тĕп тухтăрне Николай Николаева, Чăвашпотребсоюз канашĕн председательне Валерий Павлова ыр кăмăллăх марафонне сумлă тÿпе хывнăшăн “Ачалăх меценачĕ” медальпе наградăланă.
Пирĕн районта 2017 çулта марафон пухмачне 180686,72 тенкĕ пухăннă пулсан, кăçал вара ку сумма пысăкланнă - 207164, 27 тенкĕпе танлашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика