27 июля 2018 г.
Пултăран (борщевик) ĕлĕк-авалтанпах халăх пĕлекен ÿсен-тăран шутланать. Вăл çÿллĕ ÿсет тата симĕс масса нумай пама пултарать. Унăн вуншар тĕсĕнчен Сосновски пултăран ?борщевик Сосновского/ текенни уйрăмах анлă сарăлнă.
Асăннă пултăран нумай çул ÿсекеннисен шутне кĕрет. Вăл çынсемшĕн те, выльăхсемшĕн те сиенсĕр мар. Ÿсен-тăран сĕткенĕнче наркăмăшлă япаласем - фурокумаринсем пур. Пултăран сĕткенĕ çынсемпе выльăхсемшĕн чечеке ларнă тата вăрлăхĕ пулнă тапхăрсенче уйрăмах сиенлĕ. Чечекре чухне, шăрăхра, çулçисенчен эфир çăвĕсем пăсланаççĕ. Ÿт-тире те çунтарса илнĕ евĕр пăсать. Ÿсен-тăранти биологи тĕлĕшĕнчен активлă веществосем - фитоэкстрогенсем выльăхсен йăхлăх функцине пăсма пултараççĕ. Пултăранăн чечекĕ те, çулçисем те шултра. Туни вара чечек кăларнă çул 2-3,5 метр е тата çÿл-лĕрех ÿсет. Пĕр тунапа ÿсекен чечек çупкăмĕ зонтик евĕр. Ÿсен-тăран 800 вăрă таран çитĕнтерет, çакă ăна вăйлă сарăлма май парать. Унăн тымарĕ 3 метр тарăнăш анма пултарать. Сивве те, типпе те, шăрăха та лайăх тÿсет.
Сосновски пултăран вăррисем çынсен тумтирĕ, выльăхсен ÿт-тирĕ, машинăсен кус- тăрмисем çине çыпăçса та, çилпе тата шывпа та тĕрлĕ çĕре, чылай инçене сарăлаççĕ. Хальхи вăхăтра ăна юхан шывсемпе çулсен хĕррисенче те, акса туман уйсемпе тĕмсен хушшисенче те, силос траншейисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисем тавра та, ытти чылай çĕрте те курма пулать. Хăй вăхăтĕнче пирĕн районта ăна выльăх апачлĕх те акнă пулнă. Хальхи вăхăтра унăн лаптăкĕ çулран çул ÿссе, пысăкланса пырать. Çакă вара пăшăрхантармасăр тăма пултараймасть, мĕншĕн тесен çутçанталăкра биологиллĕ шайлашулăх пăсăлать. Вăл вăйлă ĕрченĕ вырăнсенче ытти ÿсен-тăран хисепĕ палăрмаллах чакать. Ун пек çĕрсем çынсемшĕн те, выльăхсемшĕн те начар, вĕсен сывлăхĕшĕн хăрушă пулса тăраççĕ. Çавăнпа пултăранпа пурин те кар тăрса кĕрешмелле - ял тăрăхĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕ-сен, ĕç коллективĕсемпе уйрăм çынсен. Унсăрăн асăннă çум курăка çĕнтерме йывăр пулĕ. Кĕреçепе усă курнă чухне пултăрана тĕпрен кăкламалла, унсăрăн вăл çийĕн-чех çĕнĕрен хунаса тухать.
Пысăк участоксенчи пултăрана плугсемпе сухаласа пăрахмалла, татах шăтса тухсан дискаторсемпе, культиваторсемпе кăпкалатса пĕтермелле. Химилле меслетпе те кĕрешмелле - гербицидсем сапмалла. Хăш-пĕ-рисем ăна кăçал ятарласа туянчĕç. Кĕскен каласан, пур мелпе те усă курмалла.