АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр çума-çумăн

27 июля 2018 г.

Çур ĕмĕр çума-çумăн

Пурнăç çулне туллин те пархатарлă ирттерекенсен кун-çулĕпе савăнма та, мăнаçланма та сăлтав пур. Ун пек çынсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Акă хамăр районти Нÿшкасси ялĕнчи туслă мăшăр - Николай Андреевичпа Галина Петровна Платоновсем çур ĕмĕр ĕнтĕ пĕр тĕвĕре, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса пурăнаççĕ. “Аллă çул хушшинче сивĕ сăмах каласа пĕр-пĕрне кÿрентерни пулман пирĕн”, - теççĕ иккĕшĕ те, ăшă кулăпа куçран куçа пăхса. Вĕсем халĕ çитмĕл тăваттăра тата çитмĕлте пыраççĕ.
Николай Андреевич çирĕм тăваттăра, Галина Петровна çирĕмре пулнă пĕр çемье чăмăртама кăмăл тунă чухне. Пĕрремĕшĕ Нÿшкассире çуралса ÿснĕ, иккĕмĕшĕ - кÿр- шĕллĕ Энĕшпуçĕнче. Николай ялти библиотекăра юп курнă, Галя Нÿшкассине амăшĕпе пĕртăван аппăшĕ патне хăнана пырса çÿренĕ. Çĕрпÿ-ри культурăпа çутĕç училищинче вĕреннĕскер, хĕр тус-тантăшĕсемпе пĕрле Нÿшкассинчи библиотекăра та тăтăш пулнă, каччăна куçса çÿрекен библиотека йĕркелеме пулăшнă. Таса та çутă ĕмĕтпе хĕмленекен чĕресем майĕпенех пĕр кĕвĕллĕн тапма тытăннă, туслăх тарăнрах тăрăма - юратăва куçнă. Николай Андреевич вун çиччĕрех физкультура урокĕнче аманни, ун хыççăн йывăр чире тÿссе ирттерме тивни те хуçайман чăн-чăн пысăк туслăха. “Галя маншăн пурнăç тăршшĕнче яланах чи çывăх çын, чи çывăх пулăшакан пулнă”, - паян кун та чун-чĕре хĕрÿлĕхĕпе калать Николай Андреевич.
Пурнăçра нихăçан та пуç усман мăшăр - ĕçленĕ, вĕреннĕ, малалла талпăннă. Николай Андреевич Канашри педучилищĕре, унтан Чăваш патшалăх университетĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе учителе тухнă. Вун икĕ çул ялти клубра тăрăшнă хыççăн Элпуçĕнчи вăтам шкулта ачасене пĕлÿ панă. Унтан “Алдиаровский” совхозри парткома сакăр çула яхăн ертсе пынă. Сакăр вун тăватă парти членĕ шутланнă - пысăк организаци. Начаррисен шутĕнче пулман вĕсем. Хуçалăх пуçĕнче вăл вăхăтра Петр Васильевич Иванов пулнă. “Тараватлă, хăйне пысăка хуман, çын нушине ăнланакан, ĕçчен те тăрăшуллă ертÿçĕччĕ вăл”, - ăшшăн аса илет ун пирки Николай Андреевич. Унтан вăл каллех тепĕр тапхăр Элпуçĕнчи вăтам шкулта вĕрентет, каярахпа ăна Нÿш-кассинчи пуçламăш шкул заведующийĕ пулма шанаççĕ. Çĕнĕ шкул çурчĕ тума тивнĕ ăна. 1990 çулта пуçлаççĕ шкул çуртне никĕс ярса хăпартма, тепĕр çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче вара çĕнĕ шкул алăкĕсене яри уçнă, ачасене вĕренме йышăннă.
Галина Петровна культурăпа çутĕç училищи хыççăн Канашри медицина училищинче библиотекарьте ĕçлеме тытăнать. Кунта та вăхăта усăсăр ирттермест, кăнтăрла библиотекарьте тăрăшнипе пĕрлех, каçхи уйрăмра медсестрана вĕренет. Унтан нумай çул “Алдиаровский” хуçалăхра кадрсен пайĕнче чунне парать, пенси çулĕсем умĕн ялти клубра тăрăшать. 1995 çулта лауреат дипломĕ парса та чыслаççĕ халăх инструменчĕсен ансамблĕпе Шупашкарта концерт парсан. Таврари ялсене те концертсемпе, спектакльсемпе тухса çÿреççĕ. Обществăлла ĕçсенчен те пăрăнмаççĕ.
Халĕ ĕç ветеранĕсем иккĕ- шĕ те чылайранпа тивĕçлĕ канура. Апла пулин те, алă усса лармаççĕ, хуçалăх тытаççĕ, çĕрулми, выльăх апачĕ, пахча çимĕç туса илеççĕ, кайăк-кĕшĕк, пыл хурчĕ усраççĕ, кил таврашĕпех чечек ĕрчетеççĕ. Сăмах майăн асăнсан, хăй каланă тăрăх ашшĕпе пĕрле çамрăклах хурт-хăмăр пăхма юратнă Николай Андреевич. Паян кун та вунă-вуникĕ пуçран кая мар усраççĕ. Галина Петровна вара чечексемпе варлă. Мĕн тĕрлĕ кăна чечек хĕм сапса лармасть пулĕ вĕсен кил хуçалăхĕнче. Тĕпелте вара район хаçачĕ асăрхарăм. Ăна вулаççĕ кăна мар, май килсен хăйсем те çыраççĕ хаçата.
Çапах та вĕсен пĕрлехи пурнăçĕн тĕп пуянлăхĕ, ман шутпа, ачисем. Ултă ача çуратса ÿстернĕ вĕсем хĕрт-суртлă та ăшпиллĕ кил-çуртра, пурте аслă пĕлÿ илсе, çемьеленсе пурнăçа малашлăх хăват кÿ-реççĕ халь, ашшĕ-амăшне те пулăшаççĕ.
Асли, Оксана Николаевна, врач-психолог, Шупашкарта тĕпленнĕ. Ирина Николаевна Элĕкре истори вĕрентет. Ольга Николаевна университетра химипе технологи факультетне пĕтернĕ, Мускавра хими предприятийĕнче производство начальникĕнче тăрăшать, упăшки те унтах - тĕп инженер. Шăпах вĕсем ĕнтĕ ашшĕпе амăшне, Николай Андреевичпа Галина Петровнăна, хăйсемпе пĕрле Египета, унтан Турцине канма илсе кайнă.
-Килĕшрĕ-и; - тетĕп.
-Иккĕшĕнче те лайăх, çапах та Турцире ытларах кăмăла кайрĕ, - хуравлать Галина Петровна. Николай Андреевич вăл каланипе килĕшсе, ăшшăн кулкаласа ларать, пĕр чĕптĕм те хирĕçлемест. Игорь Николаевич Кÿкеçре суд тытăмĕнче ĕçлет, вăл юридика енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ. Алешăпа Саша - йĕкĕрешсем. Алексей Николаевич аслă пĕлÿллĕ строитель, Шупашкарта “Старко” строительство организацийĕнче вăй хунă, хальхи вăхăтра Мускавра аппăшĕ патĕнче хими предприятийĕнче. Вăл та, ыттисем пекех, çемьеллĕ. Пĕр Александр Николаевич кăна çемье çавăрма ĕлкĕреймен-ха хальлĕ-хе. Малтан Хусанта химипе технологи университетĕн- че вĕреннĕ вăл, анчах сывлăхне пула виççĕмĕш курсран пăрахма тивнĕ. Ун хыççăн Шупашкарти медицина училищине хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ, тĕп хуларах больницăра ĕçлет. Çав хушăрах педуниверситетра куçăмсăр майпа психолога вĕренсе пĕлĕвне ÿстерет. Куратпăр, пурте мал ĕмĕтлĕ те тăрăшуллă Нÿшкассинчи Платоновсен ачисем. Сашăна вара ыттисенчен çывăхрах пĕлетĕп, вăл ытла та таса кăмăллă, ăшпиллĕ çамрăк. Ыттисем те, куратпăр, ашшĕ-амăшĕ пекех маттурсем, правурсем.
Юлашкинчен Платоновсене, аслисене, çур ĕмĕрхи пĕрлехи пурнăçпа, ылтăн туйпа саламласа телейлĕ те вăрăм кун-çул сунмалли кăна юлать. Яланах хурçă пек çирĕп сывлăхлă пулăр, çакă савăк пурнăçра ачăрсемпе тата мăнукăрсемпе нумай-нумай çул савăнса та ырă курса пурăнмалла пултăр.
Йÿçĕ! Йÿçĕ! Йÿçĕ!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика