27 июля 2018 г.

Нумаях пулмасть Çĕрпÿ хулинче регионсем хушшинчи фольклор коллективĕсен “Туслăх кăшăлĕ” фестиваль иртрĕ. Ираида Вдовина çуралнăранпа 105 çул çитнине халалланă ăна. И.Вдовина чăваш халăх юррисене пуçтарнă тата вĕсене юрланă, хăй те юрăсем кĕвĕленĕ.
Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Матросова ертсе пыракан “Тăрмăш” халăх фольклор ушкăнĕ хутшăнчĕ уява. Николай Петров купăспа хавхалантарса пычĕ. И.Вдовина репертуарĕнчи “Ферма хĕрĕсем” тата хамăр тăрăхри чăваш халăх юррисене шăрантарчĕç пултаруллă артистсем.
Çĕрпÿ районĕнчи ял тăрăхĕ-сем картишĕсене кашни хăйне евĕр илемлетнĕ: пĕрисем ĕлĕкхи савăт-сапапа, теприсем _ шăрçасемпе, тутăрсемпе... Хăнасене йышăнма хатĕр вăрăм сĕтел тĕрлĕ апат-çимĕçрен пуян, хуранĕсенчен вĕри апат пăсланать. Пирĕн коллектива Михайловски ĕçченĕсем кăмăлпа кĕтсе илчĕç, пĕрле савăнтăмăр, юрларăмăр, ташларăмăр.
Часах тăвайсемпе наци радиотелевиденийĕн ĕçченĕ-сем тĕл пулчĕç. Вĕсем пирĕн енчи чăваш юррисемпе кăсăк-ланчĕç, ертÿçĕрен интервью илчĕç. Кăларăма Александр Васильев юрăç ертсе пычĕ. Галина Табаева Ираида Вдовина кĕвĕленĕ “Тусăм тухмĕ чĕререн” юрра хăйĕн шăпчăк пек сассипе илемлĕн кăларчĕ.
Фестивальте “Тăрмăш” ушкăна, Галина Пантелеймоновнана лауреат Дипломĕ-сем парса чысларĕç. Çакăн пек чăваш уявĕсем ирттерни питĕ усăллă, пĕр-пĕринпе курса калаçни, ыттисен ăсталăхĕ-пе паллашни çав тери кирлĕ.
Асатте-асаннесенчен юлнă тупрана татах та пуянлатса тăмалла, хамăра кăтартма пĕлмелле.