27 июля 2018 г.
Енĕш Нăрвашри “Упа кĕтесĕ” туризмпа кану кĕтесĕ 2013 çулхине уçăлнă. Унтанпа вара 5 çул иртсе кайрĕ. Çак кĕске тапхăрта “Упа кĕтесĕ” базăра çĕнĕ “Шатер”, утрав çинче çурт çĕкленсе ларнă, килен-каянсене йышăнмалли уйрăмшар пÿлĕмлĕ хăна çурчĕ тунă. Кану вырăнне çитмелли çула чул сарнă. Халĕ тата кĕç-вĕç тепĕр çавра çурт “Шатер” хута каймалла. Йĕри-тавра чечексемпе тĕрлĕ йывăçсем илем кÿреççĕ.
Халиччен юхăнса выртнă колхоз сачĕ вырăнĕнче вара халĕ чăннипех те илĕртÿ-ллĕ кану бази йĕркеленĕ Енĕш Нăрвашăн пултаруллă çынни Сергей Николаевич Дмитриев. Тĕрлĕ çĕртен килсе çÿреççĕ хăнасем. Кам туй ирттерет, кам çуралнă кунне паллă тăвать. Ятарласа канма килекенсен йышĕ те ÿссе пырать. Туристсем кунта ĕлĕкхи пурнăçпа йăла-йĕр-кесене сăнлакан экспонатсемпе те паллашма пултараççĕ. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ- сем йĕркелеме те майсем пур. Пур енчен те тарăн шухăшласа, çын кăмăлне тивĕçтерме майсем тума тăрăшнă.
“Упа кĕтесĕ” базăна уçнă-ранпа 5 çул çитнине халалласа çамрăксем валли ятарлă дискотека йĕркеленĕ, хутшăнакансем кăмăллă юлнă.
Кăмăлăрсем пулсассăн çит-се курăр “Упа кĕтесне”, тесе калас килет юлашкинчен.