27 июля 2018 г.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен уйăх ытларах кăна юлчĕ. Районти шкулсенче пĕлÿ çурчĕсене юсаса хатĕрлессипе хĕрÿ ĕç пырать çу кунĕсенче. Ятарлă комисси чи малтанах Чутей шкулĕн-че пулчĕ. “Аван хатĕрленнĕ. Паян тесен паян вĕренекенсене йышăнма хатĕр”, - çапла хакланă тĕрĕслевçĕсем. Ĕçе лайăхлатассипе сĕнÿсем те панă. Çавна майăн çакна каласа хăварас килет, А.В.Гурина директор ертсе пыракан коллективри кашни ĕçчен пĕр кăмăллă пулса хутшăнчĕ шкула пĕлÿ кунне хатĕрлес ĕçе. Пÿлĕм-семпе классене, коридорсене тасатса сăрласа илемлетрĕç. Территори таврашне тирпей-илем кÿрессипе те чылай тăрăшма тиврĕ. Спортзалра тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ. “Ялти шкулсенче спортзалсене тĕпрен юсасси” федераллă программăпа килĕшÿллĕн, палăртнă ĕçсене пурнăçлама 1 млн. та 74 пин тенкĕ тăкакланă. Укçи-тенкине федераци, республика, район бюджечĕсенчен уйăрнă.
Шкул ачисем те айккинче юлман пĕрлехи ĕçрен. Ашшĕ-амăшĕ те пĕрле тăрăшрĕ. “Пĕр- пĕрне ăнланса ĕçлесен, йывăр самантсенче пĕр-пĕрне пулăшса пырсан ăнăçу пулатех”, - тесе пурне те тав туса ырлăх-сывлăх сунчĕ ертÿçĕ.