20 июля 2018 г.
"Раççей Федерацийĕн пенси палăртас тата тỹлес ыйтăвĕсемпе çыхăннă саккунĕсен уйрăм акчĕсене улшăну кĕртесси çинчен" саккун проекчĕн тĕллевĕ - пенсипе тивĕçтерессине лайăхлатасси.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пенси енĕпе çыхăннă ыйтăва çынсем тарăннăн тишкерме тăрăшнине пĕлтернĕ. "Нимĕнле чăрмав та кăларса тăратмалла мар, граждансем питĕ лайăх чухлаççĕ кун пек çĕнĕлĕхе кĕртсе хăварсан ỹлĕмрен татах та лайăхрах пулнине", - тенĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе федераци службисен уйрăмĕсен ертỹçисен ĕçлĕ планеркинче Михаил Игнатьев. Вăл влаç органĕсенче тăрăшакансен çынсемпе кулленех тĕлпулусем йĕркелемеллине, ыйтăва уçăмлатса памаллине каланă.
"Саккун проектне ырлатăп. Енчен те кунашкал çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăвармасан, çăмăллăхсем пирки шутлама хĕн, уйрăм йывăрлăхсем те пулма пултарĕç", - тенĕ вăл.
Демографи лару-тăрăвĕн кăткăс условийĕсенче страховани пенсийĕн виçине шутламалли вăйра тăракан хальхи йĕрке граждансен пенси прависен тата пенси тỹлемелли обязательствăсен эквивалентлăхне пăсасси патне илсе пырать. Ĕçлекенсен йышĕ чакнă вăхăтра пенси илекенсем нумайланса пыни куç кĕрет. 1970 çулта пĕр пенсионер пуçне вăйпитти ỹсĕмри 3,7 çын шутланнă пулсан, 2019 çул тĕлне ку кăтарту 2 çынна яхăн пулать. Ĕçлекенсен тиевĕ малашне те йывăрланса пырĕ. Çĕршыври демографи лару-тăрăвĕ кирлĕ пек йĕркеленсе çитейменнипе тата халăх ватăлса пынине тĕпе хурса саккун проекчĕ ĕçлеме пултараслăх ỹсĕмне улăштарма сĕнет. Раççейре пенсие тухмалли хальхи ỹсĕме - хĕрарăмсемшĕн 55, арçынсемшĕн 60 çула - иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчен пуçласа 1956 çулччен çирĕплетнĕ пулнă. Хальхи вăхăтра Раççейре пенси ỹсĕмĕнчи çынсен 30 проценчĕ малалла ĕçлет.
Çаксене шута илсе тата пенси тытăмĕ Раççей экономикин хальхи аталанăвĕпе тата Пĕтĕм тĕнчери стандартсемпе килĕшсе тăмаллине, Европăри çĕршывсенче тата СССР республикисем пулнă патшалăхсен çынсен вăйпиттилĕхĕн нормативлă ỹсĕмне хăпартнине тĕпе хурса, саккун проекчĕ ỹсĕме тапхăрăн пысăклатса пырса арçынсемшĕн - 65, хĕрарăмсемшĕн 63 çула çитерме тата палăртнă вăхăтра (çав шутра - маларах) ватлăхри страховани пенсине шутласа пама сĕнет.
Çĕнĕлĕх 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăй илет, куçăм тапхăрĕ арçынсемшĕн - 10, хĕрарăмсемшĕн 16 çула тăсăлать.
Куçăм тапхăрĕпе килĕшỹллĕн тивĕçлĕ канăва маларах каймалли ирĕкпе усă куракансен те пенси çулĕн ỹсĕмĕ пысăкланать.
Инçет Çурçĕр районĕсенче тата вĕсемпе танлашакан вырăнсенче ĕçленĕ хĕрарăмсене 50 çултан - 58-а, арçынсене 55-рен 60 çула çитересшĕн. Педагогика, медицина, пултарулăх ĕçченĕсен ятарлă стажĕ тĕлĕшпе улшăну çук, çапах та вăйпитти ỹсĕме пуринне те пысăклатнă май, вĕсен те пенсие маларах тухас тапхăр тепĕр 8 çула тăсăлать. Асăннă ушкăна кĕрекенсем ятарлă стажа миçе çулта пухнине уйрăммăн шута илеççĕ.
Саккун проекчĕ пачах ĕçлемен е страховани пенсине тивĕçмешкĕн стаж, балл пухайман граждансене социаллă пенси памалли вăхăта тапхăрпа ỹстерес тĕллевлĕ, ăна çирĕплетнĕ йĕркепе палăртнинчен 5 çул каярах юлса хĕрарăмсене 68, арçынсене 70 çулта (халĕ 60 тата 65 çулсенче) пама сĕнет.
"Пирĕн тĕп тĕллев - хамăр çине яваплăх илесси. Пирĕн пенсионерсене кирлĕ пек условисемпе тивĕçтермелле. Саккунпа килĕшỹллĕн ĕç-пуçа йĕркелесе пымалла. Урăхла пулма та пултараймасть", - тесе çирĕппĕн каланă регион Ертỹçи. РФ Пенси фончĕ 8 трлн. танлашать. Дефицит 1 трлн. яхăн. Пирĕн регион пенси ыйтăвĕсене тивĕçтерме федераци хыснинчен дотаци илнине палăртнă вăл. РФ Правительстви пенсие тухмалли ỹсĕме пысăклатассипе çыхăннă саккун проекчĕ çинчен июнĕн 16-мĕшĕнче пĕлтернĕччĕ. Унтанпа ку ыйтăва çĕршывра та, республикăра та хĕрỹ сỹтсе яваççĕ. Пĕрисем саккуна улшăнусем кĕртессине ырлаççĕ, теприсем - хирĕçлерех. Анчах пур енлĕн хакласан вара - улшăнусем пулма вăхăт çитнĕ. Иртнĕ сессире те Чăваш Ен депутачĕсенчен чылайăшĕ çак шухăша уççăн палăртрĕ. Мĕншĕн тесен вăл çынсен пурнăçне, пенсисемпе тивĕçтерессине лайăхлатассипе тỹрремĕнех çыхăннă.
И.ИВАНОВ.