20 июля 2018 г.

"Тăвайри кооператив" потребобщество район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарас енĕпе пысăк тỹпе хывать. Коллективри хĕрарăмсем хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ.
Анна Анатольевна Прокопьева менеджера пĕрле ĕçлекенсем хисеплеççĕ, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать вăл. 1985 çултанпа вăй хурать суту-илỹ системинче, тĕрлĕ наградăсене тивĕçлĕ пулнă.
Валентина Николаевна Михайлова та вăтăр çул ытла ĕнтĕ "Тăвайри кооператив" потребобществăра, кадрсемпе ĕçлекен инспектор вăл. Кашни работник маттурлăхне, харсăрлăхне лайăх пĕлет, тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансемпе те интересленсех тăрать. Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕнче ăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.
Ирина Николаевна Матросова кооператорсен йышне 2012 çулта хушăннă. Тĕп бухгалтера пулăшать вăл, шут ĕçне, ответлăха туйса, тивĕçлĕ шайра туса пырать. Ăна çак кунсенче Чăвашпотребсоюз Канашĕн Тав хучĕпе хавхалантарнă.
Сăн ỹкерчĕкре: "Тăвайри кооператив" потребобществăра тăрăшакансем - И.Матросова, В.Михайлова, А.Прокопьева.