20 июля 2018 г.
"Россельхознадзор" даннăйĕсем тăрăх, кăçал кайăк-кĕшĕк грипĕн эпизооти лару-тăрăвĕ çивĕчленнĕ. Кăçалхи ултă уйăх çурăра çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче 50 ытла вырăнта унпа чирлени палăрнă. Пĕлтĕр çулталăкĕпе те 31 çĕрте пулнă.
Кăçал çак шута пуçласа Чăваш Республики те кĕнĕ: Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк тата Çĕрпỹ районĕсенче инфекци вырăнĕсене регистрациленĕ. Вĕсенче халĕ кайăк-кĕшĕк грипне хирĕç тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе асăннă районсенче чарак мероприятийĕсем (карантин) çирĕплетнĕ, инфекци вырăнĕсене сиенсĕрлетме тата асăннă чир республикăри ытти районсене сарăласран сыхланмалли мерăсем йышăнаççĕ.
Кайăк-кĕшĕк грипĕ - тискер кайăксемпе килти кайăк-кĕшĕке сиенлекен вируслă чир. Вăл сывă кайăк-кĕшĕк чирлĕ е гриппа чирлесе ирттернĕ кайăксемпе пĕрле пулнипе е хутшăннипе, е сиенленнĕ сывлăш, апат-çимĕç, айсарăм урлă та пуçланать. Асăннă чир хăвăрт сарăлса пырса чăх-чĕпе, ытти кайăк-кĕшĕке йышлă - 100 процент таранах пĕтерме, экономикăна пысăк сăтăр кỹме пултарать. Чăх-чĕп çак чирпе чирленин клиника паллисем: тĕкĕсем тăртанни, апат çиме тата шыв ĕçме пăрахни, кайăк-кĕшĕк сулкаланса, пуçне каялла хурса утни, çăмарта тăваслăх чакни, шывра ункă туса ишни, хăй таврашĕнчи хăрушлăхсене асăрхаманни, сăмсаран юхтарни, киккирикĕпе хăлха çаккисем шыçса хурални, вăйсăрланни, суккăрланни, температура ỹсни, шăнăр туртни, шалкăм çапни, кайăк-кĕшĕк тăтăш тата йышлăн вилни. Çак паллăсене асăрхасан тата кайăксем йышлă вилнине курсан çийĕнчех вырăнти ветеринари учрежденийĕсене пĕлтермелле.
Пирĕн районта кайăк-кĕшĕк фабрики çук, анчах кашни килте тенĕ пекех чăх-чĕп е ытти кайăк-кĕшĕк тытаççĕ. Чăх-чĕп кайăк грипĕпе чирлесрен çыхланас тĕллевпе вĕсен хуçисен асăрхану йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Килти кайăк-кĕшĕке тулашри тата вĕçен кайăксемпе, чирлĕ кайăксемпе хутшăнасран сыхланмалла, чăх-чĕпе хупă хуралтăра апат çитермелле, тĕрлĕ кайăк-кĕшĕке расна тытмалла, вĕсене сăнаса-пăхсах тăмалла. Чăх-чĕпе е унран илнĕ-хатĕрленĕ продукцие вырăнтан вырăна куçарнă чухне çирĕплетнĕ йĕркесене пăхăнсан çеç кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе нимĕнле чару та, хăрушлăх та пулмĕ.
Э.ФЕДОТОВА,
ветврач.