АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи "112" номерпе

20 июля 2018 г.

 

Чăваш Республикин территорийĕнче васкавлă оперативлă службăсене пĕрлехи "112" номерпе чĕнсе илессине тивĕçтерекен системăна туса хурасси вĕçленсе пырать. Вăл Чăваш Енри чрезвычайлă лару-тăрусен патшалăх комитечĕн "Чăваш Республикинчи шыравпа хăтару служби" хысна учрежденийĕн тытăмне кĕрет тата тест майĕпе 2017 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçланă. 2017 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕпе декабрĕн 23-мĕшĕ хушшинчи Чăваш Республикин территорийĕнчи сăнавлă тапхăр хыççăн Раççей çыхăну министерстви "112" номерпе усă курма ирĕк панă.

Паянхи куна асăннă системăна туса хума, аталантарма тата ĕçлеттерме федерацин тата Чăваш Республикин республика бюджечĕсенчен пурĕ 90028,4 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

Пĕрлехи "112" номерлĕ системăна туса хунин тĕп тĕллевĕ васкавлă оперативлă службăсене чĕнсе илессине "пĕр чỹрече" принциппа йĕркелесси, асăннă службăсем пĕр-пĕринпе çыхăнса, пулăшса ĕçлессине тата хăвăрт хыпăнса ỹкессине пурнăçа кĕртесси пулса тăрать, муниципаллă йĕркеленỹсен дежурнăйпа диспетчер службисене информаципе тивĕçтернипе пĕрлех вĕсене ĕçлесе хатĕрлес пулăшăва координацилеме, службăсен вăйĕсемпе тата хатĕрĕсемпе чи вырăнлă усă курма, чи усăллă йышăнусем тума май парать. 2018 çулта пĕрлехи "112" номерлĕ системăпа сăнавлă усă курнă чухне уйăхсерен 65 пинрен пуçласа 71 пин таран шăнкăрава ĕçлесе хатĕрленĕ.

Шăнкăравсен хисепĕ ỹссех пырать (сăмахран, 2017 çулхи декабрьте 20 пин шăнкăрав пулнă пулсан, кăçалхи май уйăхĕнче - 70 пин).

"112" номер çине стационарлă телефонпа, мобильнăй телефонпа, çав шутра sim-карттăсăр телефонсемпе те шăнкăравлама пулать. Йышăннă шăнкăравсене тивĕçлĕ мерăсем туса ирттерме васкавлă оперативлă службăсене - пушарпа хăтару службине, полици, медицина, "Антитеррор", газ службисене, Раççей МЧСĕн тĕп управленине ярса параççĕ.

"112" номерпе справкăсем е консультацисем илмешкĕн шăнкăравлама юрамасть. Çав вăхăтра ыттисене васкавлă оперативлă службăсенчен чăн-чăн пулăшу кирлĕ пулма пултарать.

Чăваш Енри чрезвычайлă лару-тăрусен

патшалăх комитечĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика