АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлă, тикĕс çулпала

20 июля 2018 г.

Хăтлă, тикĕс çулпала

 

"Çул-йĕр тытăмне аталантарасси пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать, мĕншĕн тесен вăл Чăваш Ен экономикин аталанăвĕ тата çынсем хăйсене пурнăçра мĕнлерех туйни çине тỹрремĕн витĕм кỹрет. Эпир ытти регионпа çыхăнтаракан транспорт çул-йĕрне лайăхлатас тесе тăрăшатпăр".

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев

ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Лайăх çул-йĕр тытăмĕ патшалăхшăн та, унта пурăнакансемшĕн те мĕн тери кирли каламасăрах паллă. Ку вăл - экономика та, çынсен пурнăç пахалăхĕ те, пĕр-пĕринпе хутшăнасси те, ытти те.

Çавăнпа çул-йĕр çине ытларах та ытларах тимлĕх уйăраççĕ. Çапла Чăваш Енре 2012-2017 çулсенче республика çулĕсене 1156 километр юсаса çĕнетнĕ. Сулмаклă цифра. Вăрăмĕшĕпе Мускавран та иртет. Апла пулин те, кĕмĕл тăкакламалли, тар кăлармалли ку енĕпе сахал мар-ха.

Çĕнĕ çулсем 220 километр хывнă. Çул-йĕр тăвасси чи хаклă отрасльсенчен пĕри пулсан та, асăннă цифра самай курăмлă, вăл аталанăва уçăмлă кăтартса парать. Лайăх тĕслĕх шыраса инçене каймăпăр. Хамăр районтах акă çул-йĕр сечĕ еплерех çĕнелчĕ юлашки çулсенче. Тĕпрен те юсарĕç, çĕнĕрен те турĕç. Вăйлă ванса пĕтнĕрен ытла та асаплă шутланнă Канаш -Тăвай çулĕ тĕпрен юсаса çĕнетнĕ хыççăн хăтлăхĕпе савăнтарать халĕ иртнĕ çулсенченпе. Çулĕ такăр, кĕперĕ те çĕнĕ те сарлака асăннă трасса çинче. Тăвай ялĕн аслă урамĕ те тикĕс те яка. Айккипе - тротуар. Çакнашкал хăтлă çул Тăвайран Чутей ялне те тăсăлать, унăн тĕп урамĕ тăрăх тухса Хучсанах çитнĕ ырлăх. Тикĕс çул тăрăх маршрутлă автобуссемпе газельсем чупаççĕ. Хăшĕ-пĕри республикăн тĕп хулине _ Шупашкарах çитерет. Айккинчи ялсене те кĕрсе тухаççĕ пассажирсене турттаракан автотранспорт хатĕрĕсем, çынсене çула йыхравлаççĕ. Вăл Чăваш Енпе Тутарстана çыхăнтаракан яка трасса пулса тăчĕ. Çул тăрăх чарăну павильонĕсем лартса тухнă (анчах Вăтаяль тĕлĕнчи чарăну павильонĕсем таçта кайса кĕчĕç, çирĕплетсе вырнаçтарнăччĕ вĕсене).

Элпуç еннелле те аван халĕ çул, Тушкиле те такăр - вĕсене иккĕшне те пĕлтĕр çĕнетрĕç. Республикăпа район та, подрядчиксем те çине тăчĕç ку енĕпе, çỹлти бюджетсенчен, фондсенчен кĕмĕлне те уйăрсах тăчĕç. Районти регион пĕлтерĕшлĕ автоçулсене А.В.Васильев ертсе пыракан "Стройтек" ООО пăхса тăрать.

Мучар çулне те пăрăнчăкран пуçласа кĕпер таран юсама пăхнă. Подрядчикĕ - "Стройтранс СК" ООО. Укçи - республикăра вырăнти бюджетран. Анчах ăна кăçалах та, çитес çул та тума пултараççĕ, срокĕ виçĕ çул таран.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çывăх çулсенче регионти çулсене тата пысăкрах тимлĕх уйăрассине пĕлтерчĕ. Çавна май ултă çул хушшинче çул-йĕр отрасльне аталантарма хывакан укçа-тенкĕ калăпăшне икĕ хут пысăклатма палăртаççĕ.

Аса илтеретпĕр, регионта Çул-йĕр фончĕ çуллен хушăнса, укçа-тенкĕрен çирĕпленсе пырать. 2018 çулта Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕ 5042,6 миллион тенкĕпе танлашать. Çакă вăл федераци пысăк пулăшу панинчен тата çавăн пекех Çул-йĕр фондне çĕнĕлле йĕркеленинчен нумай килнĕ. Регионăн Çул-йĕр фондĕнче федераци бюджечĕн укçи-тенки - 1972,9 млн., Чăваш Республикин республика бюджечĕн - 3069,7 млн. тенкĕ.

Чăваш Ен "Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем" приоритетлă федераци проектне те кĕнĕ. Çакă вăл çул сарăмĕн пахалăхне лайăхлатма та, çынсен пурнăç хăрушсăрлăхне ỹстерме те пулăшĕ. Çул-йĕр юсавлăхне "Чăваш Енри обществăлла халăх фрончĕ" представителĕсем çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ. Мĕншĕн тесен пахалăхсăр юсакана халĕ никам та укçа уйăрса тăкакланмасть. Подрядчиксене пахалăх тĕлĕшпе çирĕп требованисем лартаççĕ. Тĕпрен юсаса çĕнетнĕ çул-йĕрсен гаранти срокĕсем пысăк халь. Çавăнпа подрядчике ĕçе малтанах тĕплĕ туни усăллăрах, унсăрăн çĕнетсе туса тăма тивнипе енчĕк çỹхелсех пырĕ, ытти çĕрте усă курмалли вăхăт та сапаланĕ. Пирĕн трассăсем çинче çĕнĕ технологисем, ку чухнехи çул-йĕрпе строительство техники вăй илсе пыни те ĕçсен срокĕсене хăвăртлатма тата пахалăхне ỹстерме май парать.

Халĕ картишсен территорийĕсене асфальт тата ялсен урамĕсене вак чул е битумланă вак чул сарса хытарассипе те тимлеççĕ. Пĕлтĕрсенче Тушкил ялĕнче асфальт ванчăкĕпе харăсах темиçе урама хытарса тикĕслерĕç. Тăвай ялĕнче картиш территорине асфальт сарса якатнă. Ял-ялĕнче урамсене вак чул сарнă. Çак ĕçсем кăçал та тимлĕхре. Кивĕ Пуянкассинче К.Маркс тата Комсомольски урамĕсене 400, Тăрмăш ялĕн Садовăй урамне 300 метр тăршшĕ вак чул сарса çул тунă тата ытти те. Элпуç ялĕнче вара çул-йĕр техники К.Маркс урамĕнче ĕçлет. Кунта хура вак чул, битум эмульсийĕпе хутăштарни, сарса çул тума палăртнă кăçал. "Пĕр çухрăм ытла пулать хытарнă çулăн тăршшĕ", - терĕ Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Гаврилов. Укçине федераци бюджетĕнчен уйăрнă. Заказчикĕ - "Чувашупрдор" КУ, подрядчикĕ - Чурачăкри "Воддорстрой" ООО, Чутей çулне туни. Çул-йĕр ĕçĕсене пуçăннипе пĕрлех асăннă урамра малтан çĕр айĕпе хывнă газ пăрăхĕсене çĕнĕрен çирĕплетсе йĕркелеме тивнĕ. Çул канавне чавса тухнă урамра, хăйăр турттарса сарма тытăннă. Пĕр КамАЗ хăйăрпа ирех çитсе ларнăччĕ. Çапла лайăхланса пытăрччĕ пур ялта та.

Тăвай ялĕнчех кăçал картиш территорийĕсене асфальт сарса типтерлеме пăхнă. Ун пек вырăнсем Ленин проспекчĕпе Кооперативная урамра пулĕç.

Çĕнĕрен çул-йĕр тăвассипе тĕпрен юсаса çĕнетесси, ялсенчи урамсене хытă сийлĕ çулсем сарасси, картиш территорийĕсене асфальт сарса типтерлесси темиçе проектпа тата программăпа пулса пырать. Телее, вĕсем пурте ĕçлеççĕ, çынсен çул-йĕрпе пурнăç хăтлăхне тата хăрушсăрлăхне ỹстерсе пыма май параççĕ.

И.ГЛАДКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика